Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КĔСКЕ ЮБКĂСЕН "ВĂРĂМ" ЧИРĔСЕМ

Аслă классенче кĕске кĕпе тăхăнса çỹренин ăссăрлăхне çитĕнсе çитсен кăна ăнланатпăр çав. Кĕске юбка е джинс шăлавар вара илемлĕ, модăпа килĕшсе тăраççĕ-çке. Тăхăнмасăр мĕнле чăтăн-ха? Мода... Вăл ăшă çĕршывсенче çуралать. Унти çанталăка Раçейрипе танлаштарма çук паллах: капрон чăлха, çỹп-çỹхе колготки, кĕске юбка, мамăкран çĕленĕ джинс, синтетика лосинăпа леггинс, каллех... Май çук кĕске юбка. Аннесем аялтан ăшă тăхăнма хушнин усси çук. "Кун пек çỹресен ача çуратаймастăн", - тени хăлхана кĕмест. Итлемен хĕрачасене аяларах çырнине вулама сĕнетпĕр. Кĕске юбка , тăвăр джинс, пилĕк таран кĕске куртка тăхăнакан çамрăк хĕрачасем ар органĕ çумĕнчи пар тăртаннине пула больницăра йышлăн сипленни çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Сăлтавĕ Кунта чĕркуççирен çỹлереххине кăтартса çỹрени кăна мар паллах. Чи пĕлтерĕшли - пĕчĕк кутанана шăнтни. Шăпах çавăнта амалăх пăрăхĕсемпе ама хутаççи вырнаçнă. Çак органсем питĕ ачаш, сивве пачах чăтаймаççĕ. Кăштах шăнсан е пыр шыçсан та организма лекнĕ Инфекци шăпах амалăх пăрăхĕсене шыçтарать. Çамрăк чухне нихăçан та чирлес пек туйăнмасть. Сывлăх кивçен памалăх та пур пек. Шала кайнă чир мĕнне хальлĕхе пĕлменнисем инфекци чирĕсемпе ытларах аптраççĕ. Хĕрачасемпе те çаплах пулать. Шăнса пăслни малтанхи тапхăрта палăрсах каймасть. Çакна ача-пăча гинекологĕсем асăрхамасан та пултараççĕ, хырăм айĕ Ыратни çине хĕрача хăй алă сулать: пĕрремĕш хут мар, иртсе каять! Вăхăт иртнĕ май чир вăйланать, уйăх хушши вăхăтĕнче хытăрах ыратма пуçлать. Халь ĕнтĕ ачана амăшĕ тухтăр патне çавăтса пырать. Шăнни хăйĕн ĕçне тунă: чир шала кайнă. Çакă мĕнпе хăрушă-ха? Амалăх пăрăхĕсем шыçнăран хутламсем пулса каяççĕ. Пăрăхсен хăвăлĕ питĕ ансăр, вĕсем часах хупланса лараççĕ. Çавна пула качча кайсан ача юлмасть. Анчах çакна качча кайсан кăна пĕлнипе çемье арканма пултарать. Çамрăк хĕрарăмăн чылай тухтăр патне çỹреме, тĕрлĕ хаклă анализ туса хăйне тĕрĕслеттерме тивет. Тĕслĕхе рентгенпа тĕрĕсленине илер. Амалăха шĕвĕр пăрăх чиксе ун витĕр тĕслĕ шĕвек яраççĕ. Ыраттаракан тĕрĕслев, ытларах чухне ăна хĕрарăма стационара хурса ирттереççĕ. Ытти тĕрĕслеве лапароскопи мелĕпе тăваççĕ, ку вара чăн-чăн операци. Пĕтĕмĕшле наркоз... Организмшăн лайăххи нимĕн те çук. Юлашкинчен çакна пĕлни те пăсмасть. Хĕсĕрлĕхе сиплесси питĕ хакла ларать, усси пур чухне те пулмасть. Чир ун пекех хăрушлăхпа вĕçленмен тейĕпĕр, вĕçкĕн хĕрĕн ар органĕ çумĕнчи пар кăна шыçнă, анчах чир шала кайнă. Кун пек чухне те савăнмаллиех çук. Хĕрача малашне тухтăр патĕнчен тухаймĕ, хырăм айĕ час-часах ыратса аптратĕ. Шала кайнă чиртен сипленме йывăр -- темĕн тĕрлĕ вăрах процедурăсене çỹреме тивĕ. Çапах та сывалсах çитессине çирĕплетме йывăр. Çавăнпа та сире, хĕрачасем, сывлăха ачаран упрамаллине тепĕр хут асăрхаттаратпăр. Пурнăçăр телейлĕ пуласси хăвăртан нумай килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 июня 2004
00:00
Поделиться