АЧУНА ÇУРАТ, ХĂВНА САВĂНМА
Июнĕн 1-мĕшĕнче эпир çулленех Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли куна паллă тăватпăр. Пысăк уяв пулмасан та, пĕлтерĕшĕ самаях сулмаклă. Камран тата мĕнрен хỹтĕлемелле-ха ачасене? Чи малтан, вăрçă-харçăран. Шухăшласа пăхар-ха: çĕр çинче пăшал сассисĕр лăпкă кун пĕрре те пулин пулать-ши? Вăрçа пула çар çыннисем çеç мар, çав шутра ачасем те нумай вилеççĕ. Çавăнпа та Раççей правительстви тĕнчери кашни çĕршыва мирлĕ ттаа туслă пурăнма чĕнсе калать, мире çирĕплетессишĕн тăрăшать. Ачасене выçлăхран, чир-чĕртен, наркотиксенчен те хỹтĕлемелле. Пытармалли çук, тĕнчере выçăпа вилекенсем те сахал мар, тĕрлĕрен йывăр чирпе асапланакан ачасем те пур. Наркомани вара хăйĕн çĕленĕни пек сăннипе юнасах тăрать, чуна сехерлентерет. Нивушлĕ хамăр ачасене çак хăрушлăхран çăлса хăвараймăпăр? Ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхни тата пирус туртни те _ ачасемшĕн начар тĕслĕх. Çитĕннисене кура, пĕчĕккисем те çак усал йăласене хăнăхма пултараççĕ. Районти тĕп больницăри тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх, хальхи ачасем 12-13 çултах эрех-сăмакун тутанса пăхаççĕ. Паллах, пурне те çак шута кĕртме çук, анчах киревсĕр йăла тарăн тымар янине йышăнмаллах. Пурнăç йывăрлăхĕсене пула-и (апла тесен, ĕлĕкрех аннесене çăмăл пулнă-ши?), юлашки çулсенче ача çуратасси нумай чакрĕ. 150-200 килĕллĕ ялта та çулталăкра икĕ-виçĕ ача çеç çурални хытă пăшăрхантарать. Тепĕр темиçе çултан ваттисене кам ĕçлесе тăрантарĕ, Тăван çĕршыва кам хỹтĕлĕ? Хăш-пĕр тĕпчевçĕсем каланă пек, Китайран рабочисем чĕнсе илме тивмĕ-ши? Районта ачасемшĕн ырă ĕçсем нумай тăваççĕ. Тытса тăма темле йывăр пулсан та, пĕр ача сачĕ те хупăнман, пурте çутă та хăтлă çуртсенче вырнаçнă. Пирĕн шкулсем те хуларинчен кая мар. Кĕскен каласан, вĕрен, ăс пух, пурнăç çулĕ çине тухма çунат ил. Çак илемлĕ садиксемпе шкулсем çурма пушă пулни, ялта ача-пăчан савăнăçлă сасси сайра илтĕнни вара чуна ыраттарать. Ачасăр ял шăпчăксăр сад пахчи пекех: кичем унта, илемсĕр. Пĕр юлташ Виçпỹрт Шăмăршă ялĕн вăтам çулне шутласа пăхнă та, "пенсионер-ял" тесе ассăн сывларĕ. Çакăн пек "пенсионер-ялсем" сахалланччĕр тесен, нумайрах ача çуратмалла, çамрăксенеĕçпе тата пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелле. Ачасем _ пирĕн малашлăх. Çак малашлăх çутă та илемлĕ, шанчăклă та çирĕп пултăр тесен, шкул, çемье тата общесственноç тачă çыхăнса ĕçлени кирлĕ.