Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇВЯТУЙ ТРОИЦА ПРАÇНИКĔ

Мăн кун хыççăн аллăмĕш кун эпир Çвятуй Троица праçникне палăртатпăр: Çỹлти Атте Турă пире юратса çĕр çине Хăйĕн ывăлне янă. Ывăл Турă, çынсем хушшинче пурăнса, вĕсене Турра тата çывăх çынсене юратма вĕрентнĕ. Турă Ывăлĕ - Иисус Христос хĕрес çинче çынсен çылăхĕсемшĕн асапланнă, кун хыççăн чĕрĕлсе тăнă та пĕлĕте çĕкленнĕ. Ывăл Турă пĕлĕте çĕкленсен 10-мĕш кун, Мăн кун иртсен 50-мĕш кун Атте Ттурăран Çвятуй Сывлăш аннă. Çвятуй Сывлăш пире пурне те пурнăç вăйне парса тăрать, чиркỹ пурнăçне сывааплăхпа пуянлатать. Çавăнпа та çак уява Троица кунĕ теççĕ. (Троица Атте Турăпа, Ывăл Турăпа тата Çвятуй Сывлăшпа пĕр уйрăлми тачă çыхăнса тăрать). Çвятуй Сывлăш çĕр çине аннă кун Турă Çвятуй Чиркỹсем ĕçлессине пуçарса янă. Пиртен кашниех тенĕ кĕнĕ хыççăн чиркỹ членне кĕрет. Ут-пĕве Миро çăвĕпе сăтăрнă хыççăн эпир Çвятуй Сывлăш тивлетне илетпĕр. Анчах та хамăрăн вăйсăрлăха пула эпир час-часах çылăхсем тăватпăр, çапла майпа Çвятуй Сывлăша хамăртан аяккарах куçарса тăратпăр. Турăран пулăшу ыйтса, пирĕн час-часах кĕлĕ сăмахĕсем калама тăрăшмалла, усал ĕç тăвасран пăрăнмалла. Çвятуй Троица кунĕнче христиансем чиркỹсене, хăйсен кил-çурчĕсене йывăçсен симĕс çулçиллĕ тураттисемпе илемлетеççĕ, чиркỹри кĕлĕре чечексемпе Çвятуй сывлăш пурне те пурнăç парать. Симĕс туратсемпе чечексем, пирĕн тавралăха илемлетсе, Турă ырлăхĕ Тата Çвятуй Сывлăшăн сăваплăхĕ пирки аса илтереççĕ.


"Шăмăршă хыпарĕ"
02 июня 2004
00:00
Поделиться