Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТАР ЮХТАРНИ ТУХĂÇПА ТАВРĂНАТЬ

Анат Чаткасри вăтам шкулăн опытлă участокĕ Пĕчĕкех мар, вăл 3 гектар таранах йышăнать. Анчах та шкул директорĕ Ф.А.Тазетдинова тата участок заведующийĕ Ю.А.Воробьева биолог тăрăшнипе, пысăк лаптăкра пĕр тăваткал метр та пушă выртмасть - унпа çулленех туллин усă курма тăрăшаççĕ. Эпир шкула пынă кун 7 "А" тата "Б" классенчи, ачасем хăйсен учителĕсемпе пĕрлех хĕрсех вăрлăх лăх хĕрлĕ чĕкĕнтĕр лартатчĕç. Кунсăр пуçне вăрлăхлăх кишĕр те лартнă иккен. Тĕрлĕ культурăсенчен чылайăшне акса-лартса хăварнă та ĕнтĕ. Парникри купăстпа помидор та хăйсен черетне кĕтеççĕ. Шкул садĕнче те тирпейлĕх хуçаланать. Ятарласа субботник йĕркелесе, кунти йăваланса выртакан вĕтĕ туратсемпе пĕлтĕрхи çулçăсене тĕплĕн пуçтарса тасатнă. Кирлĕ пек пăхса тăнă май, сад шкул столовăйне пысăк пулăшу кỹрет. Панулми, чие, хурлăхан варенийĕсем тата техĕмлĕ компот ачасен сĕтелне пуянлатма май параççĕ. Учрежденин йĕри-таврашне йывăçсемпе илемлетесси пирки те манмаççĕ Педагогсемпе ачасем. Акă, нумаях пулмасть кунта субботник шучĕпе чăрăш, ăвăс, хурăн, çăка тата пилеш хунавĕсем лартса хăварнă. Шкулăн хушма хуçалăхĕнче вăкăр та çитĕнтереççĕ иккен. Иртнĕ çул, ачасем вырăнти "Восход" хуçалăха çĕрулми тата чĕкĕнтĕр пуçтарса кĕртме пулăшнă май, ĕç тỹлевĕн шучĕпе панă-мĕн. кунсăр пуçне хуçалăх çĕрулми те уйрăнă. Вăкăра пăхса тăрассишĕн Л.М.Ухтиярова завхоз яваплă. Паллах, ĕçре ăна вĕренекенсем те пулăшаççĕ. --Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем çĕр çинче тар юхтарса ĕçлени шкула сисĕмлĕ пулăшу парса тăрать, - терĕ шкул директорĕ Ф.А.Тазетдинова. - Акă, пĕлтĕр çĕрулми, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, кишĕрпе купăста сутрăмăр. - Пухăннă укçа-тенкĕпе учрежденин хуçалăх ĕçĕсенче тата класс тулашĕнчи мероприятисенче усă куратпăр. Бюджетран уйăракан укçа çителĕксĕр. Çавăнпа та çĕр çинче тĕрлĕ культурăсем çитĕнтерессишĕн, тивĕçлĕ тухăç илессишĕн кăçал та çине тăрса ĕçлĕпĕр. Хамăр вăйпа туса илнĕ тĕрлĕ пахча çимĕçпе çĕрулми хамăр столовăйри апата та самаях йỹнетме пулăшать.


"Шăмăршă хыпарĕ"
15 мая 2004
00:00
Поделиться