ЫЛТĂН ТУЙРА, ТУЛЛИ КĔРЕКЕРЕ...
ÇУРКУННЕХИ илемлĕ кун Шăмăршăри Михаил Ильичпа Сайде Туклакловна Ичанкинсен кил-çурчĕ хăна-вĕрлепе тулчĕ. Сăлтавĕ питĕ пысăк-çке: Ичанкинсен паян - ылтăн туй, пĕрле пурăнма тытăннăранпа 50 çул çитрĕ. Аллă çул! Калама кăна çăмăл вĕт! Ĕмĕрĕн çак вăрăм çулне тирпейлĕ те çирĕппĕн утса тухма, пурнăç тăршшĕпех юратăва упраса хăварма пĕрре те çăмăл мар. Михаил Ильич - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, мĕн пуçласа вĕçне çитичченех малти линире пулнă. Çар офицерĕ тăван килне 1948 çулта çеç таврăннă. Вăл вăрçăра мĕн чухлĕ йывăрлăх тỹссе ирттернине хăй кăна пĕлет. Уявсенче Михаил Ильичăн кăкăрне орденсемпе медальсем илем кỹреççĕ. Вăрçă хыçĕнчен çулсенче М.Ичанкин Шăмăршăри райĕçтăвкомри финанс пайĕнче, кирпĕч заводĕнче, СМУра, "Сельхозхимия" пĕрлешỹре, вăрман хуçалăхĕнче бухгалтер тата тĕп бухгалтер пулса вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва "Сельхозхимия" пĕрлешỹрен кайнă. Саиде Туктакловнан та пурнăç çулĕ çăмăл килмен. 10-12 çултах алла çурла тытса колхоз хирĕнче тырă вырнă. Вăрçă хыççăнхи торф кăларакан предприятире тăрăшнă. Амăшĕпе - Анастасия Николаевнăпа пĕрле вăрçă çулĕсенче 3 йăмăкĕпе 2 шăллĕне ура çине тăратнă, выçăпа вилме паман. Ашшĕ вара фронтра çапăçнă. 50 çул каялла Михаил Ильичпа Сайде Туктакловна пĕр-пĕрне юратса пăрахнă та, пĕрлешнĕ. Паллах, пурнăç йывăррине пула ун чух чаплă туй та тăвайман. Апла пулин те, илемлĕ те пархатарлă пурнăç пурăнса ирттернĕ. Ичанкинсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр çура са ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Аслă -хĕрĕ Надя районти паллă спортсмена Г. Оферкина качча тухнă. Хальхи вăхăтра вĕсем Ульяновскра пурăнаççĕ, икĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ. Ичанкинсен ывăлĕ - Витя - Томскри аслă çар училищине тата Ленинградри çар академине пĕтернĕ. Полковник, округри штаб начальникĕ. Кĕçĕ ывăлĕ - Саша та районти паллă спортсмен, республикăри нумай ăмăртусен призерĕ. Хальхи вăхăтра Шăмăршăри ачасен спорт шкулĕнче тренер пулса ĕçлет. Ылтăн туй ячĕпе Михаил Ильичпа Сайде Туктакловнана чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
"Шăмăршă хыпарĕ"