ТУСЛĂХ КĔПЕРĔ
МИРЛĔ те телейлĕ пурнăçпа пурăнакан Тăван çĕр-шывăмăр çине 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче тискер тăшман сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ. Хура тинĕсрен пуçласа Пăрлă океан таранах темиçе пин километр тăршшĕ тăсăлнă фронтра хаяр çапăçусем пынă. Хуласем, ялсем çине хура хĕреслĕ самолетсем бомбăсем пăрахнă. Çак йывăр кунсенче фронт çывăхĕнчи районсенчен мирлĕ халăха васкасах вăрçă çук çĕре турттарса тухмалла пулнă. Эвакуаципе килнĕ ватă çынсем, хĕрарăмсем, ачасем чукун çулсем тăрăх та, пăрахутсемпе те пинĕ-пинĕпе Чăваш республикине те килсе тăнă. Юпа уйăхĕ. Юрпа хутăш çумăр çунă, сивĕ çил шеллемесĕр вĕрнĕ. Эвакуаципе килнисене республикăн тĕрлĕ районĕсене вырнаçтарма палăртнă. Беларуссири Гомель хулинчен килнĕ Мануйло Евдокия (Дуся) Андриановна çемйи Шăмăршă районĕнчи Васан ялне лекнĕ. Вĕсене Канаш хулинчен колхоз лашипе лартса килнĕ. Колхоз председателĕ Кузьмин Андрей Акимович сĕннипе чи тирпейлĕ çурта пурăнма янă. Хуçи, Кузьмин Алексей Кузьмич, хăй те вăрçă нушине курнăскер, вĕсене тарават кĕтсе илнĕ. Пỹрчĕ икĕ пỹлĕмлĕ пулнă. Çĕн çемье килессине пĕлсен хĕрĕсем пỹртне хăйăрпа тап-таса çуса тухнă, чăвашсем тирпейсĕр пурăнаççĕ тесе ан шутлаччăр тенĕ. Çапла, Дуся çемйине пĕр пỹлĕм уйăрса панă. Унăн икĕ ывăл ача пулнă. Петя тăватă, Валентин сакăр çул тултарнă. Кунсăр пуçне Полина ятлă йăмăкне тата Сергей ятлă шăллĕне илсе килнĕ. Йĕркеллĕ те хисеплĕ çынсем пулнă, япшар, нумай ваклама юратман. Килсенех ялти çынсемпе пĕрле колхозра ĕçленĕ. Бригадир хушнă ĕçрен пĕрре те юлман: тырă вырнă, авăн çапнă, патшалăх валли тырă хатĕрленĕ. Çамрăк ачасем те иккĕн-виççĕн миххе тытса лавсем çине тиенĕ, фронт валли ăсатнă. Дусьăн ывăлĕ Петя шкула каяйман: пĕчĕккĕ пулнă. Тепĕр ывăлĕ Валентин Васанти çичĕ класлă шкулта вĕренме тытăннă. Хумма Ванькипе пĕр парта хушшинче ларнă. Питĕ туслă пулнă вĕсем. Урокĕсене те яланах пĕрле тунă. Самолетсем ял çийĕн хытă кĕрлесе иртсен Петьăпа Валентин кровать айне кĕрсе выртнă. Вăрçă инкекĕ вĕсен чĕрине амантнă. Часах Дусьăн шăллĕне, Сергее, çара кайма ят тухнă. Акă мĕнле аса илет кун çинчен хваттер хуçин хĕрĕ Анна Алексеевна Сандиерова, нумай çул хушши Васанти шкулта учительте ĕçленĕскер. -Анне пурлă-çуклă çăнăхпа икерчĕ пĕçерчĕ, кăшт сăра та турĕ. Сергее ăсатма каччăсем, хĕрсем пуçтарăнчĕç. Пĕр хĕр ăна 3 тенкĕ укçа пачĕ те çапла каларĕ: "Çак укçана каялла илсе килмелле пултăр". Сергей çакна тỹрреммĕн ăнланчĕ (йăла тăрăх ку салтакран сывă таврăнмалла пултăр тенине пĕлтерет). Вăл çак укçана служба вĕçленичченех упранă. Вăрçă вăхăтĕнче Анна Алексеевна Патăръелĕнчи педучилищĕре вĕреннĕ. Политинформаци вăхăтĕнче вĕсене вĕрентекен Соколова Перасковья Ивановна "Правда" хаçатра пичетленĕ пĕр статьяпа паллаштарнă. Кунта Гомель хулине нимĕçсенчен хăтарни çинчен çырнă. Килне таврăнсан Анна Алексеевна çак хыпара Дусьăна пĕлтернĕ. Дуся пĕрре савăннипе, тепре хурланнипе йĕрсе янă. Киле таврăнсанах каяс тесе Горсовета çыру янă. Эвакуаци йĕркипе пурăнма килнĕ çынсем каялла хăйсен ирĕкĕпе кайма пултарайман. Вĕсен çуралнă çĕр-шывран чĕнсе илессе кĕтме тивнĕ. Çавăн хыççăн тин вĕсене пропусксем панă. Часах Горсоветран киле кайма ирĕк паракан хут килнĕ. Дуся çемйине вăрçă пĕтсен Кузьминсен çемйи тата юратнă юлташĕсем тăвансене ăсатнă пек ырă кăмăлпа пехилленĕ: "Чипер çитĕр, малашне телейлĕ пурăнмалла пултăр". Вăрçă хыççăн та икĕ туслă çемье çыхăну тытнă, пĕр-пĕрин патне киле-киле кайнă. Чăваш çĕр-шывне, хăйсем пурăннă Васан ялне нихăçан та манма пултарайман. Дусьăн кил-çурчĕ тĕрĕс-тĕкел сыхланса юлнă. Пысăк улма сачĕ те ешерсе ларнă. Васана Кузьмин Алексей Кузьмичсене посылкăпа тутлă пан улми яра-яра панă. Дусьăн шăллĕ Сергей 1978 çулта Васана килсе кайнă. Хăйпе пĕрле 3 тенкĕ укçине те илсе килнĕ, анчах хуçине тавăрса парайман. Çак укçа салтакран сывă таврăнмаллине пĕлтерет иккенне ăнланса, унăн чунĕ лăпланнă. Сергей килнĕ ятпа колхоз председателĕ столовăйĕнче каçхи апат хатĕрлеме хушнă. Сергей сĕннипе Старая Пелагея Никифоровна ыраш çăнăхĕнчен çăрса тунă салма яшки пĕçернĕ. Повар ку салма яшкине мĕншĕн пĕçерттерчĕç-ши тесе тĕлĕннĕ. Чăнах та, вăрçă вăхăтĕнче кун пек тутлă яшка пулман: халăх выçă пулнă. Сергей вара юлташĕсемпе çак яшкана вĕри куççульпе вăрçăн йывăр çулĕсене аса илсе çисе ларнă. Дуся та хăйĕн ывăлĕпе, Валентинпа, Кузьмин Алексей Кузьмичсем патне курма килсе кайнă. Парнесем те илсе килнĕ, хăналаннă. Вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçа аса илсе нумайччен калаçса ларнă. Çавăн чухне тỹссе ирттернĕ асаплă кунсем вĕсен чĕрине ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă. Куççулĕсем шăпăртатнă та шăпăртатнă. "Эпир нихăçан та уйрăлми туссем пулса юлтăмăр, анчах çĕр çинче ĕмĕрне те вăрçă вучĕ ан алхастăр, яланах мирлĕ тỹпе пултăр", - тенĕ вĕсем пĕр-пĕринпе сыв пуллашса.
"Шăмăршă хыпарĕ"