Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПАТТĂРСЕНЕ ПЫСĂК ТАВ

Раççейшăн 1941-1945 çулсенче пынă Аслă Аттелĕх вăрçи чи хăрушши те асапли пулнă. Ялсемпе хуласем арканнă, çуннă. Тăван çĕр йĕнĕ, мĕскĕн халăх хуйха-суйха парăнмасăр çĕнтерỹшĕн тăрăшнă. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Ваттисемпе, хĕрарăмсемпе пĕрлех шкул ачисем те вăй çитнĕ таран тĕрлĕ ĕçсене хутшăннă. Тăватă çула пынă хаяр вăрçăра халăх юнĕ юхнă. Килĕрен киле çапăçу хирĕнчен янă виç кĕтеслĕ çыру килнĕ. Вĕсенче чĕрене çуракан хыпарсем те сахал мар пулнă. Унтан та ытларах хыпарсăр çухалнă е паттăррăн çапăçса пуçне хунă тесе çырнă сăмахсем халăха хавшатнă. Миçе пин-пин хĕрарăм юратнă çыннисене каялла тăван киле кĕтсе илеймен. Нумайăшĕ халĕ те вăрçăра çухалнă тăванне кĕтсе, асăнса ĕмĕрне ирттерет. Кивĕ Чукал ял администрацийĕнче паян 12 ветеран пурăнать, 9-шĕ - Кивĕ Чукалта, 3-шĕ - Шамкайра. Вĕсен кăкăрĕсене орден-медальсем илем кỹреççĕ. Алексей Егорович Албутовăн "Мухтав" орденĕн иккĕмĕшпе виççĕмĕш степенĕсем тата "Отечественнăй вăрçă" орденĕ, Николай Иванович Денисовăн, Михаил Егорович Малеевăн "Хĕрлĕ Çăлтăр" орденсем, Василий Сергеевич Заказовăн "Отечественнăй вăрçă" орденĕ, Геннадий Григорьевич Карзановпа Хасан Керимович Валиуллинăн "Мухтав" орденĕсем вĕсен паттăрлăхĕ çинчен каласа параççĕ. Вĕсем умĕнче эпир яланах пуç таятпăр, çирĕп сывлăх сунатпăр.


"Шăмăршă хыпарĕ"
09 мая 2004
00:00
Поделиться