ФРОНТОВИК ÇỸÇĔ АХАЛЬ ШУРАЛМАН
В.Г.Денисова Хĕрлĕ Çара 1941 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче илнĕ. Июнĕн 12-мĕшĕнче Канашри чукун çул станцийĕнче çамрăк йĕкĕтсене тавар вакунĕсене лартнă та, Украинăна илсе кайнă. Июнĕн 18-мĕшĕнче вĕсем Тернополь облаçĕнчи Чертков хулине çитнĕ. Кунта 139-мĕш стрелковăй дивизин штабĕ вырнаçнă пулнă. Василий Денисов 354-мĕш артиллери полкне çакланнă. Çамрăк салтаксене тумлантараççĕ çеç, полк çуллахи вĕренỹ лагерьне куçса каять. Июнĕн 22-мĕшĕнче вара вăрçă пуçланать. Салтаксене эшелон çине лартса Львов еннелле илсе каяççĕ. Çул çинче эшелона темиçе хутчен те тăшман самолечĕсем тапăнаççĕ, анчах тĕл лектереймеççĕ. Львов патне çитеспе, Злогев станцийĕнче, пирĕн çар оборонăна тăрать. Кунта танксен çапăçăвĕ пынă. Нимĕçсем пысăк вăйпа тапăнса килнĕ. Çĕр чĕтренĕ, вут-çулăм ялкăшнă, тĕнче пĕтсе килнĕн туйăннă. Июнĕн 28-мĕшĕнче фашистсем пирĕн полка çапса аркатаççĕ, чĕрĕ юлнисем каялла чакма приказ илеççĕ. Çапла Украина тăршшĕпех чакма тивнĕ, Курск облаçне пырса кĕнĕ. Полк хăйĕн ялавне упраса хăварма пултарнă, çавăнпа та Тирновка ялĕ патĕнче вăл çĕнĕрен йĕркеленсе çирĕпленет. Полка Харьков хулине хỹтĕлеме куçараççĕ, унтан çурçĕрелле илсе каяççĕ. Тула облаçĕнче полк темиçе хутчен те хаяр çапăçусене хутшăнать. Орел тата Курск облаçĕcенче те пысăк тытăçусем пулнă. 1942 çулхи май уйăхĕнче В.Денисова штаб батарейине куçараççĕ. Тăшман вăйлăран та вăйлăрах тапăннă, Старый Оскол хулине те хăйсен аллине илнĕ. Пирĕн чаçсем ункăра тăрса юлнă. Çак ункăран кам мĕнле пĕлет, çавăн пек тухма тивнĕ. Çакăн пек пĕр хăрушă лару-тăрура Воронеж патĕнче, В.Денисовпа взвод командирĕ тыткăна çакланаççĕ. Лагерьте çав тери йывăр пулнă, выçăллă-тутăллă усранă. Конвоирсем пĕр сăлтавсăрах пирĕн салтаксемпе офицерсене пере-пере пăрахнă. Çапла вăрçă хĕн-асапĕ лагерьтен лагере илсе çитернĕ, Германире те тертленме тивнĕ. В.Денисовпа юлташĕсем тăшман лагерĕнчен тарма пултарнă, пирĕн çарсемпе тĕл пулнă. Вăрçă пĕтичченех В. Денисов нимĕç фашисчĕсене хирĕç паттăррăн çапăçнă. Тăван çĕр-шыв Василий Григорьевич Денисова темиçе медальпе наградăланă.
"Шăмăршă хыпарĕ"