ЧĔРЕРЕХ ВĂРÇĂ ÇУЛĔСЕМ
Шăмăршă районĕнчи çĕршер фронтовик пекех, Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсемпе мана та пайтах утма тиврĕ. Çыхăну çар училищи пĕтерсен, 1942 çулхи июльте, хамăн взводпа пĕрремĕш çапăçăва кĕтĕм. 1943 çулхи çу кунĕсенче подразделени Курск пĕккинчи хаяр çапăçусенче телефон тата телеграф çыхăнăвĕсене йĕркелесе тăчĕ. Кунсăр пуçне, Курсуньпе Шевченко, Румынипе Батошăн, Вислăпа Одер çар операцийĕсене хутшăнса, Украинăпа Белорусси çĕрĕсене, Румыни, Полша çĕршывĕсене ирĕке кăлартăмăр, Германие çитрĕмĕр. Командование шанчăклă çыхăнупа тивĕçтерсе тăнăшăн мана икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр тата II степень Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕсемпе, медальсемпе наградăларĕç. Вăрçă вĕçленсен, Ленинградри çыхăну çар академине пĕтерсен, тĕрлĕ çулсенче батальон командирĕн, полк командирĕн заместителĕн тата командирĕн, Полтавăри аслă çыхăну çар училищин начальникĕн заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçларăм. 1971 çулта вара Томскри аслă çыхăну çар училищин должноçĕнче ĕçлеме çирĕплетрĕç. 1975 çулхи апрельте мана генерал-майор звани парса чысларĕç. Эпĕ начальник пулнă çулсенче Томскри училищĕне Шăмăршă районĕн йĕкĕчĕсем те килме пуçларĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ, пысăк конкурс витĕр тухса, курсантсен пакунне çакрĕ. Ентешсем çине тăрса вĕренни, каярахпа офицера тухни мана питĕ савăнтаратчĕ. Манăн воспитанниксем пулнă Шăмăршăри Михаил Соргинпа Карапай Шăмăршăри Петр Алексеев полковниксем пулса тăчĕç ĕнтĕ. 1979 çулта мана Ленинградри çыхăну çар училищине ĕçлеме куçарчĕç. Унта факультет начальникĕн тивĕçне туса пытăм. 1988 çулта, çар службинче пурĕ 50 çула яхăн тăрса, отставкăна тухрăм. Çар валли кадрсем хатĕрлес тĕлĕшпе тимленĕшĕн Хĕрлĕ Ялав, "Тăван çĕршыв службинче тăнăшăн" орденсемпе хисеплерĕç. Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 40 çул çитнĕ тĕле, ытти фронтовиксемпе пĕрле I степень Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕ пачĕç. Эпĕ Санкт-Петербургра тĕпленнĕренпе 25 çул çитрĕ ĕнтĕ. Анчах та хам çуралса ỹснĕ Шăмăршă яланах асра. Май килнĕ таран çуралнă кĕтесĕме килме тăрăшатăп. Юлашки хут унта 3 çул каялла пулнăччĕ. Пытармастăп, тăван Шăмăршă тĕпрен улшăнса çĕнелни, района газификацилес, ăна тарăннăн электрификацилес ĕçсем анлăн сарăлни мана чунтанах савăнтарчĕ. Паллах, кунта райадминистраци пуçлăхĕн В.П.Фадеевăн тỹпи çав тери пысăк. Кăçалхи февраль уйăхĕнче Раççей Президенчĕ В.В.Путин ĕçлĕ çул çỹревпе Шăмăршăна килсен, вăл район аталанăвĕпе кăмăллă юлни пирки центрта тухса тăракан хаçатсем те çырчĕç. Район çыннисене ĕçре малашне те ăнăçу сунас килет. Юлашкинчен Шăмăршă тăрăхĕнчи фронтовиксене, тыл ĕçченĕсене, районăн мĕн пур çыннисене Аслă Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей сунатăп
"Шăмăршă хыпарĕ"