Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

АСРАН ТУХМАÇÇĔ ÇАВ ÇУЛСЕМ

ÇУМĂР шăпăртатса çунă хыççăн пĕлĕтсем сирĕлчĕç те, сар хĕвел çут çанталăк çине юратса пăхрĕ. Николай Михайлович Константиновăн кăмăлĕ те çĕкленчĕ. Пахчари вĕçен кайăксен чĕвĕлти сассине итленĕ май, ватă çын тарăн шухăша путрĕ. Ытла та хăвăрт иртет-çке çын ĕмĕрĕ. Акă, сакăрвунна та çитсе пырать Николай Михайлович. Ачалăхри ырă самантсем _ пирвайхи хут лаша çине утланса выртмана кайни, ял çумĕнчи çырмара шыва кĕни, вăрманта кăмпа-çырла татни, колхоз хирĕнче пучах пуçтарни _ çав-çавах аса килеççĕ. Çамрăклăхĕ вара ун вăрçăра иртнĕ. Шкул пĕтерсенех _ 1942 çулта _ Николай Константинова çара илнĕ. Инçет Хĕвел тухăçĕнче, 204-мĕш уйрăм стрелковăй рота йышĕнче службăра тăнă, милитаристла Японие çапса аркатнă çĕре хутшăннă. Çапла, 5 çул салтак пăтти çинĕ Н. Константинов. Тăван ялне _ Палтиелне _ 1947 çулта таврăннă. Килте пĕр эрне те канмасăрах тăван колхозра, унтан Шăмăршăри нефтебазăра, каярахпа перекет банкĕнче вăй хунă. 1985 çултан пуçласа 1998 çулччен Н. М. Константинов тăван колхозри трактор бригадинче учетчикра тăрăшнă. Тỹрĕ кăмăллă, ĕçе юратакан çынна ял-йыш тивĕçлипе хисеплет. Уявсенче Николай Михайловичăн кăкăрне Тăван çĕршыв наградисем илем кỹреççĕ. Ĕç ветеранĕ, иккĕмĕш ушкăнри инвалид шкул ачисемпе тĕл пулсан совет салтакĕсемпе офицерĕсен вăрçăри паттăрлăхĕ çинчен чуна хумхантармалла каласа парать. Ултă ача çуратса ỹстернĕ Николай Михайловичпа Мария Ксенофонтовна Константиновсем. Пурне те тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. _ Ĕмĕрĕм ахаль иртмерĕ, _ тет вăрçăпа ĕç ветеранĕ. _ Тем пекех Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнине уявлама хутшăнасчĕ. Ытти ветерансене те эпĕ çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатăп.


"Шăмăршă хыпарĕ"
09 мая 2004
00:00
Поделиться