Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

УÇЛАНКĂРА ЕШЕРĔÇ ХУНАВСЕМ

ХЫР вăрманĕн уçланкине çурхи хĕвел пайăркисем илемлĕн çутатаççĕ. Кунта паян, уй-хирти пекех, ир-ирех трактор сасси янăрать. Шăмăршă лесничествин Вениамин Петьков лесник обходĕнчи пĕрремĕш кварталта Николай Кудряшов тракторист ЛХТ-55 агрегатпа чăрăш хунавĕсем лартать. Механизатор та, сажальщицăсем те ку ĕçре çĕнĕ çынсем пулманни тỹрех курăнать. Вăрманçăсен тирпейлĕ ĕçĕ çине пăхсан, чун савăнать. Агрегат лартса хăварнă пĕчĕк чăрăшсем çинче хĕвел пайăркисем ăмăртмалла выляççĕ.  Ку кварталта хунавсене 5 гектар çинче лартса хăвармалла, терĕ Шăмăршă лесничествин лесничи помощникĕ Н. П. Эсливанова.  Паллах, ытти кварталсенче алăпа та лартатпăр. Хыр тата чăрăш хунавĕсене лесничествăра пурĕ 35 гектар çинче лартса хăвармалла. Кунсăр пуçне малтан лартнă посадкăсене те çĕнететпĕр. Хĕрỹ ĕçре тăрăшулăх кăтартакан ĕçченсемпе сывпуллашнă хыççăн çăмăл автомашина çине ларса, вăрман хуçалăхĕн кантурĕ еннелле çул тытрăмăр. Вырăна çитсен, вăрман хуçалăхĕн тĕп лесничийĕпе, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрман ĕçченĕпе Г. В. Ермолаевпа тĕл пултăмăр, ăна çурхи ĕçсем çинчен каласа пама ыйтрăмăр.  Килес ăрусемшĕн тăрăшса, хырпа чăрăш хунавĕсене Шăмăршăри, Чукалти тата Палтиелĕнчи лесничествăсенче пурĕ 112 гектар çинче лартмалла,  терĕ Геннадий Валентинович.  Кунсăр пуçне маларах лартнă посадкăсене те  пурĕ 100 гектар  çĕнетсе хăвармалла. Хунавсем лартмалли ЛХТ-55 агрегатсем кашни лесничествăрах пур. Вĕсене туллин ĕçлеттерме тăрăшатпăр. Кунсăр пуçне рабочисем хунавсене алăпа та лартаççĕ. Майăн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçе вĕçлеме палăртатпăр. Хунавсене çăвĕпех кирлĕ пек пăхса тăрас, вĕсене вăхăтра çум курăкран тасатас тĕллевпе сезон ĕçĕсем валли кашни лесничествăрах бригадăсем йĕркелерĕмĕр. Рабочисене лесничисем тивĕçлĕ инструктаж панă. Малалла вара пирĕн калаçу лартмалли материалсем çине куçрĕ. Шăмăршăри питомник  ăна чылай çул ĕнтĕ ЧР тава тивĕçлĕ вăрман ĕçченĕ В. М. Ванюшин пултаруллăн ертсе пырать - лесничествăсене хунавсемпе çуллен туллин тивĕçтерсе тăрать. Хунавсене сутмалăх та çитĕнтереççĕ. Акă, çак кунсенче Ярăславль облаçĕнчи вăрман хуçалăхĕ вĕсене 700 пин штук туянса кайнă. Хырпа чăрăш хунавĕсене туянас пирки Самарăпа Ульяновск облаçĕсенчи вăрман хуçалăхĕсемпе те калаçусем пыраççĕ.  Питомникра вăй хуракан ĕçчен хĕрарăмсене пурне те ятран асăнса хăварас, пархатарлă та йывăр ĕçшĕн чĕререн тав тăвас килет,  палăртрĕ Геннадий Валентинович.  Роза Любимова бригадир, Галина Харитонова, Валентинăпа Зинаида Горбуновасем, Ирина Кудрявцева тата Валентина Кисамеева рабочисем питомникра чылай çул тăрăшаççĕ ĕнтĕ. Шăтса тухнă хыççăн вĕсем хырсене 2 çул, чăрăшсене 3 çул пăхса тăраççĕ, çу-каçа 5-6 хут çум курăкран тасатаççĕ. Маттикпе тата çĕçĕпе куллен пуç çĕклемесĕр ĕçлеме кашниех чăтăмлăх та çитереймĕ. Паллах, Вячеслав Ванюшин коллективпа пĕр чĕлхе тупма пĕлет, питомник ĕç-хĕлĕн технологине яланах кирлĕ пек йĕркелесе пырать. Питомникра çывăх кунсенче 0,3 гектар çинче чăрăш, 0,6 гектар çинче хыр вăрлăхĕсем акса хăварма палăртаççĕ. Çак ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçласси пирки иккĕленỹ çук



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 мая 2004
00:00
Поделиться