Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ШĂМĂРШĂ ИЛЕМЛЕННИШĔН САВĂНАТĂП

ЭПИР мăшăрăмпа Шăмăршăна 1959 çулта куçса килтĕмĕр. Упăшка нумай çул хушши инженер-çĕрйĕркелỹçĕ пулса ĕçлерĕ, эпĕ вара малтан перекет банкĕнче, унтан райĕçтăвкомра вăй хутăм. План комиссийĕн председателĕнче ĕçленĕ çулсенче район экономикипе социаллă пурнăçне аталантарассишĕн нумай тăрăшма тиврĕ. Мĕнлерехчĕ-ха вăл Шăмăршă 45 çул каялла? Пысăках мар йывăç çуртсем, пылчăк çăрăлакан урамсем, ирĕкре çỹрекен выльăх-чĕрлĕх... Ялсем хушшинче автобус çỹреместчĕ, çула май каякан транспортпа Чукала е Чаткасса çитме çăмăл марччĕ. Электричество пулман, лавккасем чухăнччĕ. 15-20 çул каялла район тĕпрен çĕнелме, илемленме тытăнчĕ. Юлашки 10 çул хушшинче вара Шăмăрша хула сăнĕ кĕчĕ. Темшĕн, вăл мана кăнтăрти пĕчĕк хулана аса илтерет. Унти пекех тирпейлĕ, çуртсене архитектура тĕлĕшĕнчен çỹллĕ шайра тăваççĕ. Космовский урамĕ, ман шутпа, хăть те мĕнле конкурсра та çĕнтерме пултарать. Шăмăршăпа ытти ялсене аталантарас тĕлĕшпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В. П. Фадеев питĕ нумай тăрăшрĕ. Хăçан канма пĕлет-ши вăл? Эпĕ Валерий Петровича ирпе ирех ĕçе килнине куратăп, каçхине ун ĕç пỹлĕмĕн чỹречисем вăрахчен çутă. Пире, ветерансене, хисеплет, тĕл пулсан сывлăх пирки ыйтса пĕлет. Вăрçăпа ĕç ветеранĕсене районта тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ. Пĕлтĕр эпир А. А. Филипповапа пĕрле тỹлевсĕр путевкăпа "Вега" санаторире кантăмăр. Район администрацийĕ пирĕн çуртсене çут çанталăк газĕ кĕртме те пулăшрĕ. Çакăн пек ырă пурнăçра вилес те килмест. Ыттисене те нумай пурăнма ырлăх-сывлăх сунатăп.


"Шăмăршă хыпарĕ"
28 апреля 2004
00:00
Поделиться