Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЧИ ВĂЙЛИ ЯЛАН МАЛТА

Çăмăл атлетикăна юратакан шкул ачисемшĕн Шăмăршăри тĕп стадионта чăн-чăн уяв пулчĕ, çуллахи спорт тĕсĕсен сезонĕ уçăлчĕ. Шкулсенчен пурĕ 12 команда килчĕ. 200 ытла вĕренекен старта тухрĕ. Ăмăртăва 1991-1992 çулсенче çуралнă хăрачасем уçрĕç. 500 метрлă дистанцие Карапай Шăмăршă шкулĕн стпортсменки А. Хмелева чи лайăх результатпа чупса тухрĕ. Иккĕмĕш финиша Пуянкассинчи Ю. Павлова çитрĕ. Пăчăрлă Пашъелĕнчи О. Саминова дистанцие виççĕмĕш вĕçлерĕ. Арçын ачасем хушшинче те ăнăçу Карапай Шăмăршă шкулĕнче вĕренекен Н. Сельцовшăн пулчĕ, вăл _ пĕрремĕш. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Палтиелĕнчи Р. Хамидулловпа Анат Чаткасри П. Чумуркин. 1989-1990 çулсенче çуралнă хĕрачасем 500 метрлă, арçын ачасем 1000 метрлă дистанцире ăмăртрĕç. Хĕрачасен ушкăнĕнче пĕрремĕш _ Т. Медведева (Карапай Шăмăршă), иккĕмĕш _ А. Гаврилова (Карапай Шăмăршă), виççĕмĕш _ Махмутова (Палтиел). Арçын ачасенчен финиша Г. Александров çитрĕ. 10-11 классенчи хĕрсем 1000 метра чупрĕç. Анат Чаткас шкулĕнчи Л. Гениатуллина пĕрремĕш вырăнта, Палтиелĕн пики И. Николаева _ иккĕмĕш. Каччăсен 3000 метра хыçа хăварма тиврĕ. Çак дистанцире В. Семенов (лицей) чи лайăх результат кăтартрĕ. Е. Казеев (Пуянкасси) финишра иккĕмĕш пулчĕ. Карапай Шăмăршă шкулĕ (физкультура вĕрентекенĕ И. Сабаев) командăсем хушшинче мала тухрĕ. Иккĕмĕшĕнче Анат Чаткас шкулĕ (Н. Зыков), виççĕмĕш _ Палтиел шкулĕ (Р. Сорокинпа А. Сорокина). Часах çуллахи спорт сезонĕ те пуçланĕ. Асăннă шкулсенче вĕренекенсем çу кунĕсенче те спортпа туслă пуласса, районта ирттерекен пур ăмăртăва та хастар хутшăнасса шанса тăратпăр.


"Шăмăршă хыпарĕ"
28 апреля 2004
00:00
Поделиться