Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇĔНЕЛЕТ ПАТИРЕК, ИЛЕМЛЕНЕТ

Патирек ялĕ _ районта пысăккисен шутĕнче мар. Пурĕ 186 хуçалăх шутланать, ялта 596 çын _ 146 чăваш, 312 тутар тата 111 вырăс пурăнать. Çак туслă халăхсем "Искра" ял хуçалăх кооперативĕнче ĕçлесе пурăнаççĕ. Калас пулать: Патирек ялĕ общество инфраструктурин аталанăвĕпе районта чи малтисен шутĕнче. 186 хуçалăхран 176-ĕшне çут çанталăк газĕ кĕртнĕ. Кăçал тата 5 хуçалăх "Кăвак çулăм" ырлăхĕпе усă курма пуçлĕ. 2003 çулта яла телефон çыхăнăвĕ кĕртес тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçланă, 122 точкăллă АТС хута кайрĕ. Ял çыннисем çакăншăн район администрацине чĕререн тав тăваççĕ. Пĕлтĕр яла тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе çав тери пысăк ĕç пурнăçланăччĕ. Картасене юсанă тата çĕнĕрен тытнă, электричество юписене улăштарнă, çулсене тикĕсленĕ тата ытти те. Тирпей-илем тăвас тĕлĕшпе кăçал та çине тăрса ĕçлетпĕр, субботниксем йĕркелетпĕр. Чăваш Республикин Президенчĕ ялсен социаллă пурнăçне аталантарасси пирки йышăннă Указа пурнăçласа, çамрăк çемьесене çурт-йĕр лартма пулăшатпăр. Пĕлтĕр "Искра" кооперативра ĕçлекен 5 çамрăк çемье патшалăхран каялла тавăрса памалла мар тата çăмăллатнă ссуда илчĕ. Кăçал ялта тепĕр ырă пулăм савăнăç кỹчĕ _ Патирекре моделлĕ библиотека уçăлчĕ. Халĕ пирĕн вулакансем Интернетпа çыхăнса хăйсен пĕлĕвĕсене ỹстерме пултараççĕ. Унччен компьютер мĕнне те пĕлмен хресчен паян тăрăшсах пĕлỹ тĕнчине ăнтăлать. Ял çĕнелсе илемленни çамрăксене тăван çĕр çинче çирĕпленсе юлма хавхалантарать.


"Шăмăршă хыпарĕ"
28 апреля 2004
00:00
Поделиться