ЧĂВАШ ЧĔЛХИПЕ ХИСЕПЛЕСЧĔ
НАРĂС уйăхĕн пуçламăшĕнче, вырсарни кун, телевидении журналисчĕ О. Прокопьев чăваш халăх шăпи пирки хĕрỹ калаçу ирттерчĕ. Çак калаçăва чăвашлăхшăн çунакан, чăваш халăхшăн тăрăшакансем хутшăнчĕç. Халăх шăпишĕн пăшăрханса калаçни манна, нумай çул хăшши учитель пулса ĕçлекенскере, питĕ кăмăла кайрĕ. Маншăн ытларах православии чиркĕвĕнче ĕçлекен Ваçили аттте калаçни витĕмлĕ пек пулчĕ. Чăнах та, чăваш чĕлхипе культурине аталантарма тĕрлĕ сăлтавсем чăрмантараççĕ. Тĕрĕс, нумайĕшĕн ĕненỹ туйăмĕ çук, чунĕсем усалланса кайнă. Юлашки вăхăтра аслисем те, ачасем те ют çĕр-шывкиновĕсене кураççĕ. Мĕнле кăна рекламăсем çук тата! Кунта, палах лайăххине ăша хывма çук! Преступлении шучĕ ỹссе пыни те шухăшлаттарать. Телевизорпа пĕр вĕçĕмсĕр пăшалпа пенине, çынна вĕлернине куратпăр пулсан, ăçтан пирĕн чун таса пултăр, пĕр-пĕрне шĕллес туйăм çуралтăр? Хăйсем çинее Але хуракансем мĕн чухлĕ тата! Эрех ĕçекенсем, ясар ĕçсем тăвакансем, вăрлакансем ỹснĕçемĕн ỹссе пыраççĕ. Халăх хаярланса кайни çеç кĕретех. Чĕлхе культури те япăхланни сисĕнет. Илемлĕ те çепĕç чăваш чĕлхипе мĕншĕн калаçас мар? Кỹревсĕр сăмахсемпе калаçни, халăх сăпайлăхĕ чакса пыни чуна ыраттарать. Аслисем хăйсене Ирĕклĕн тытни пысăк чăрмав патне илсе пырать. Çамрăксем вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ вĕт. Çапла, чĕлхе, культура çук пулсан, наци те пулмасть. Хĕрỹ чĕреллĕ поэт Валерий Туркайта Чăвашлăхшăн пăшăрханса калаçни питĕ вырăнлă. "Хăш-пĕр пуçлăхсен чăвашла калаçмаллах, икĕ питлĕ пулмалла мар", - терĕ вăл. Н.В. Федоров президент чăваш халăх пуласлăхĕшĕн усăллă ĕçсем туник уç кĕретех. Вăл çинее тăнипе чăваш ялтинче мĕн чухлĕ чиркỹсем уçăлчĕç. Нумаях пулмасть Кивĕ Шăмăршă ялĕнче те çĕнĕ чиркỹ çĕкленчĕ. Ку, палах, халăхшăн пысăк савăнăç пулчĕ. "Ĕлĕк пысăк пуçлăхсем чăвашла калаçма вăтанатчĕç, яланах вырăсла калаçатчĕç. Н.В. Федоров вара хăй чăваш пулнине манмасть, чăвашла та илемлĕ калаçма тăрăшать. "Уяв" ансамбль ертỹçи Зинаида Алексеевна пирки те ăшă сăмах калас килет. "Чĕлхине аталантарас тесен, пирĕн шалти туйăма ỹстермелле, хамăр тăван чĕлхине вĕренмелле, хисеплемелле", _ терĕ. Юлашки çулсенче чылай ашшĕ-амăшĕ, ачисене вырăсла калаçтараççĕ. Хăйсен лексикинче вара вырăс сăмахĕсен йышĕ те сахал. Учительсене çакă питĕ тарăхтарать. Шкулта вара ачисем изложенисене, сочиненисене питĕ япăх çыраççĕ, чĕлхери илемлĕх мелĕсемпе пачах усă курма пĕлеççĕ. Кунсăр пуçне библиотекăран пĕр кĕнеке илсе вуламаççĕ, ашшĕ-амăшĕсем хаçат-журнал та çырăнса илмеççĕ. Ачасене тăван чĕлхерен пистерес марччĕ. чăвашах пулса юлнă-çке. Тата çакна та каламасăр хăварас килмест. Аслă пĕлỹ илнĕ çынсемех халăх умĕнче илемлĕ, çепĕç, янăравлă чăваш чĕлхипе калаçмА пĕлмеççĕ, вырăс сăмахĕсемпе чĕлхине çỹпелеççĕ кăна. Чылай чухне ачасем умĕнче калаçнă чух асăрханса калаçмала. Чăвашла вĕрентекен учительсене питĕ йывăра килет. Çыртар вара вĕсене çакăн хыççăн лайăх изложении е сочинении. Пирĕн чĕлхе чухăн мар вĕт-ха, пирĕн чĕлхе пуян. Халĕ Чăваш Республикинчи аслă шкулсене, техникумеснче чăвашла тĕрлĕ çырма, калаçмА вĕрентеççĕ. Студентсенчен çИрĕпрех ыйтмалла, атте_ анне чĕлхине йăлишĕн кăна ан вĕренччĕр вĕсем. Тĕслĕхрен, мĕнле врач вăл чир ялтине чăвашла пĕлмесен е чăвашла чирлисемпе калаçмасан? Анне чĕлхипе калаçни вара вĕсемшĕн чи кирлĕ эмел пулĕччĕ. Пирĕн Улăпăмăр, И.Я. Яковлев çуралнăранпа 156 çул çитет. Çак вăхăт пиртен аякка та аякка тăрса юлать. Анчах И.Я. Яковлев халăхшăн тунă ырă ĕçсем нихăçан та МанеçмАççĕ. Вăл чăвашлăхшăн мĕн виличчен тăрăшнă, халăха пĕтме памалла мар тенĕ. Çав вăхăтрах вырăс чĕлхине те юратса вĕренмеллине асăрхаттарса хăварнă. Кăвар чĕреллĕ Çĕçпĕл Мишшине, илер-ха тата. Чăвашлăха тĕпе хурса мĕн чухлĕ сăвăсем çырнă, халăх пуласлăхĕшĕн çуннă. Акă мĕн çырать вăл "Эп вилсен" сăввинче "Çĕршывăма тăван халăх Хавасламасан, Чун савнă чăваш чĕлхине Пĕтмелле пулсан,_ Усал курăк та ан шăттăр Манн тăпра çинее Çĕр çурăлтăр та çĕр çăттăр Вил шăммăмсене" Мĕнле чуна пырса тивĕççĕ çак сăмахсем! Чĕлхине юратмалла, ăна пĕтме памалла мар тенĕ. Вырăсла чаплă пĕлсен те, хăйĕн тăван чĕлхине чунтан юратнă. Чăваш çĕр-шывĕнчен аякра пурăннă пулсан та, халăх шăпи пирки чĕрине ыраттарнă, чăваш культури аталантăр тенĕ. Çапла, вилĕмсĕр И.Я. Яковлев, Çеçпĕл Мишин сăмахĕсене яланах яланах асра тытасчĕ, чăваш чĕлхипе культуришĕн ырми-канми тăрăшасчĕ. Хамăрăн атте-анне чĕлхине пĕтме парас марчĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"