ÇЫННА ЧУНТАН ПУЛĂШАКАНА ТУРĂ ТА ПУЛĂШАТЬ
.... Республикăра пурăнакан пĕтĕм çынна Çурхи Ырă Эрнене хутшăнма ыйтатăп. ... Çак акцие хутшăнни пире тата та ытларах пĕрлештерĕ, лайăхрах, тасарах, чăтăмлăрах та ырăрах тăвĕ. (Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Федоров Патшалăх Канашне Яне çыруран). Апрелĕн 16-24 - мĕшĕсенче иртекен Çурхи Ырă Эрнине пирĕн район халăхĕ кар тăрса хутшăнчĕ тесен пĕрре те йăнăшмăп. Кашни ялтах тирпей-илем субботникĕсем иртрĕç, хĕл каçа пухăннă çỹп-çапран, тĕрлĕрен тасамарлăхран хăтăлсах пыратпăр. Район центрĕ - Шăмăршă - тасалăхĕпе тата илемлĕхĕпе республикăри чи кăмăллă район центрĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Çакна Шăмăршăра килен-каякансем те савăнсах палăртаççĕ. Шупашкартан е Чĕмпĕр енчен тăван района таврăнсан чун-чĕре çĕкленет, - тенĕччĕ хаçат корреспондентне пĕр калаçу вăхăтĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев. _ Пирĕн халăх тирпейлĕрех, илемлĕрех, культурăлăрах пурăнма тытăнни яр-уççăн палăрать. Анчах пирĕн паянхи пе кăна лăпланса пурăнмалла мар, район центрне тата ялсене тирпей-илем кĕртессишĕн, общество инфраструктурисене аталантарассишĕн куллен тата çанăсене тавăрса тăрăшмалла. ÇУРХИ Ырă Эрнен программипе килĕшỹллĕн, юн-кун -апрелĕн 21-мĕшĕнче районта радиомарафон иртрĕ. Шăмăршăри Культура Кĕрменне ир пуçласа каçченех çынна пулăшас шухăшлисем пычĕç, кунта вырнаçтарнă Ыркăмăллăх чашăкĕ халăх укçипе тулсах пычĕ. Ыркăмăллăх радиомарафонсене, кĕске сăмах каласа, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ А.А. Бочкарева уçрĕ, район халăхне ырă ĕçсем тума чĕнсе каларĕ. Радиомарафон тĕллевĕ _ тăлăх ачасемпе пĕччен ватăсене, начартарах пурăнакан çемьесене пулăшасси. Шăмăршăри ЛТЦ ĕçченĕсем (ертỹçи В.В. Юнкеров) вырăнти радио передачине лайăх йĕркелени районта марафон иртнĕ çинчен кашни çыннах пĕлме май пачĕ. Район центрĕнче тата çыхăну узелĕ умĕнче - громкоговоритель вырнаçтарнăччĕ. Ыркăмăллăх чашăкне чăн малтан район администрацийĕнче ĕçлекенсем укçа хыврĕç. 9 860 тенкĕ сахал сумма мар, тăлăх ачасемпе инвалидсемшĕн вара-самаях пысăк пулăшу. Росгострахăн Шăмăршăри уйрăмĕ, ĕçе вырнаçтаракан центр, Анат Чаткасри вăтам шкул коллективĕсем чăн малтисен шутĕнче укçа хыврĕç. Вĕсен ырă тĕслĕхĕ ыттисене те хавхалантарчĕ. ЧР финанс министерствин районти пайĕ, казначейство уйрăмĕ, çĕр ресурсĕсемпе çĕр йĕркелỹ комитечĕ, БТИ, санэпидстанции вăй çитнĕ таран укçа хыврĕç. Чукалти вăтам шкул коллективĕ марафон ячĕпе 1 пин тенкĕ укçа хывнине пурте Але çупса цышăнчĕç. Чукал шкулĕ пысăках мар, анчах учительсен коллективĕ чун ăшшипе пуянни тỹрех курăнать . Çав вăхăтрах районти чи пысăк шкул _ Шăмăршăри вăтам шкул_ пурĕ те ... 138 тенкĕ çеç укçа пуçтарайнă. Нивушлĕ çав таранчченех чухăн-ши шăмăршăсем? Палтиелĕнчи вăтам шкул коллективĕ марафон чашăкĕ çинее 1260 тенкĕ, Кивĕ Чукалти вăтам шкул - 500 тенкĕ, Виçпỹрт Шăмăршă шкулĕ 780 тенкĕ, укçа хучĕç. Анат Чаткасран вăтам шкул коллективĕ те мухтамалла: кунта укçа тенкĕ пуçтарассине те, кĕпе тумтир пухассине те лайăх йĕркеленĕ. Районти ытти шкулсем те тав сăмахне тивĕç. Акă, предпринимательсемпе те вырăнтан хускалчĕç: Киров ячĕллĕ СХПК "карлинская" агрофирма, "Экспресс" ООО, ДРСУ, вăрман хуçалăхĕ, "Агростройсервис", "Сельхозэнерго", "Саид" ООО тата ыттисем радиомарафон счетне пуянлатрĕç. Районти больницăн тĕп врачĕ О.И. Львов, коллектив ячĕпе 1150 тенкĕ укçа хывнă май, пурне те ыркăмăллăх кăтартма чĕнсе каларĕ. Чашăк тулнăçем тулса пычĕ: МСО, райпо, перекет банкĕ, Наци паркĕ, вăрлăх инспекцийĕ, ветлечебница, газ участокĕ, çар комиссариачĕ тата ыттисем те укçа хыврĕç. Ыркăмăллăх кăтарлакансем хушшинче уйрăм çынсем те чылай. Акă, Шăмăршăри С.П. Федотовăпа Д.Н. Дмитриева ĕç ветеранĕсем, Л.Борисова строитель, Корчаковсен çемйи, шалти ĕçсен ветеранĕ М. Семенов, Кивĕ Чукалти В. Малеев предприниматель тата ыттисем тăлăх ачасемпе пĕччен ватăсене пулăшма укçа хыврĕç. Марафон пынă вăхăтра сцена çинче районти чи чаплă юрăçсем, "Ромашка" тата "Аленушка" ача сачĕсене çỹрекенсем, Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, илемлĕ юрă-кĕвĕ радиопа пĕтĕм района саланчĕ. В. Павлов, А.Верьялов, Е. Муравьева, Н.Сурков, Н. Зулкарниева, К. Хазиева, К. Кузьмина, Е. Воронцова, Т. Яковлева тата ыттисем юрланине итлесе чун-чĕрене хĕпĕртерĕ. Акă, 17 сехет те çитрĕ. Марафон чашăкĕ çинее 44 пин тенкĕ яхăн укçа пуçтарăннă. Анчах та 40603810475101004023 расчетлă счет хупăнман-ха: ыркăмăллăх кăтартас текенсем укçа хывма та, кĕпе - тумтир пуçтарса пама та пултараççĕ. Оргкомитет ырă кăмăллă пулнине кăтартнă кашни çыннах чĕререн тав тăвать, çирĕп сывлăх, телей сунать.
"Шăмăршă хыпарĕ"