Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЯЛТА ИЛЕМ КỸРЕÇÇĔ

Çурхи ырăлăх эрнине хутшăнса, Карапай Шăмăршă ял администрацийĕнче ĕçлекенсем, культработниксемпе медработниксем, шкул ачисем тăван ял урамĕсене тирпей-илем кĕртрĕç. Тĕрлĕрен çỹп-çапа пуçтарса лашапа туртарчĕç. Шкулта "Ырă кăмăллă пулар, çынсем!" акции малалла пырать. Ачасем ватă çынсене пулăшаççĕ, начартарах пурăнакан çемьесем вали кĕпе-тумтир, вылямалли теттесем, кĕнекесем пуçтараççĕ. Çак эрнере учительсемпе ачасем йывăçсем лартма та кар тăрса тухрĕç.


"Шăмăршă хыпарĕ"
21 апреля 2004
00:00
Поделиться