Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ОЛЬГА ПЕТЬКОВА - ПĔТĔМ РАÇÇЕЙРИ ФЕСТИВАЛЬ ЛАУРЕАЧĔ

Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта Ольга Петькова яланах лайăх паллăсемпе вĕренсе пынă. Пĕрлех обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă: класри ачасен вĕрентỹ секторне ертсе пынă, стена хаçачĕн редакторĕ пулнă. 2001 çулта, 9 класс пĕтерсен, Канашри педагогика колледжĕн пуçламăш классен учителĕсене хатĕрлекен уйрăма вĕренме кĕнĕ. Пулас педагог колледжра та хăйне лайăх енĕпе кăтартать: "5" тата "4" паллăсемпе вĕренет, обществăлла ĕçсенче те _ малтисен ретĕнче. Ятарлă курссенче вĕренсе вăл электронлă шутлав машинин операторĕн свидетельствине те илнĕ. Çак кунсенче Шупашкарта "Аслă Атăл çамрăклăхĕ" ятпа Пĕтĕм Раççейри студентсен творчествин фестивалĕ иртнĕ. Унта Канашри педколледжăн 3 курс студентки Ольга Петькова "Илеме аркатакансем телейлĕ пулас çук" темăпа çырса хатĕрленĕ литература ĕçĕ тăратнă. Пултаруллă хĕрĕн тулли содержаниллĕ ĕçне жюри чи пысăк балсемпе хакланă _ "Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен чĕлхи" номинацире Ольга Петькова пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерствисен пĕрремĕш степеньлĕ Дипломĕпе тата сумлă призпа чысланă. Раççей шайĕнче пысăк çĕнтерỹ тунă ятпа пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр сана, Ольга.


"Шăмăршă хыпарĕ"
21 апреля 2004
00:00
Поделиться