АН ТЫТЧĂР ШĂРПĂК АЧАСЕМ
Кăçалхи 3 уйăхра район территорийĕнче 6 пушар пулнă, вĕсем 350 пин тенкĕлĕх сиен кỹнĕ. Пушарсен сăлтавĕсем пурте тенĕ пекех хамăрăн тимсĕрлĕхпе çыхăннă. Çак статьяра эпĕ ачасен айăпĕпе тухакан пушарсем çинче чарăнса тăрасшăн. Пĕчĕккисем шăрпăкпа выляса ашшĕ-амăшне пысăк шар кăтартаççĕ, çемьесене кил-çуртсăр, мунча-хуралтăсăр тăратса хăвараççĕ. 2003 çулта ачасен айăпĕпе вут-çулăм 2 хутчен алхаснă. Кăçал çакнашкал тĕслĕхсем ан пулччăр тесе, пирĕн, çитĕннисен, çине тăрса тăрăшмалла. Пĕчĕккисем хуть-мĕнле япалара та хăйсем валли интереслине кураççех. Ачасен психологийĕ çавнашкал _ вĕсем валли пĕлмелли, тĕпчемелли, аслисен ĕçне туса пăхмалли тупăнсах тăрать. Хĕрлĕ-сарă тĕспе илемлĕн ялкăшакан шăрпăк пĕрчи те вĕсене питĕ илĕртет. Çавна май вĕсем картишĕнче, лупасайĕнче е ун хыçĕнче кăвайт чĕртсе яраççĕ. Çакăн пек хăтланни мĕн патне илсе çитернине пĕчĕккисене тĕплĕн, вĕсем ăнланмалла чĕлхепе каласа памалла. Калани асра юлтăр тесе, витĕмлĕ тĕслĕхсем илсе кăтартмалла. Халĕ, тавралăх типсе пынă май, ял çыннисем хăйсен кил-çурчĕн таврашĕнчи çỹп-çапа тата пахчара йăваланса выртакан тымар-çимĕç тунисемпе тымарĕсене пĕр çĕре пуçтарса çунтарма тытăнчĕç. Аслисене кура, пĕчĕккисем кăвайт чĕртессинчен питĕ асăрханмалла. Шăрпăкпа эпир кулленех усă куратпăр. Енчен те çемьере пĕчĕк ачасем пулсан, шăрпăка яланах вĕсен алли çитмелле мар вырăнта упрамалла. Усă курнă хыççăн курупкăна хăй вырăнне хума ỹркенмелле мар. Пĕчĕккисене хăйсене тĕллĕн кăна хăварни те пысăк инкек патне илсе пырать. Вĕсем кунĕпе килте пулса, тем туса хума та, алла шăрпăк тытма та пултараççĕ. Чылай çул каялла Патăръел районĕнчи пĕр ялта шкул çулне çитмен 3 ачана килте хăйсене тĕллĕн хăварнă пулнă. Пĕчĕккисем, ним тума аптраса, кăмакари хут-хăйă таврашне тивертсе янă. Ачасем пурте хăрушă пулăмсенчен Турă сыхлатăрах. Паллах, хамăрăн та сыхланса пурăнмалла. Çуллахи каникул кунĕсем пуçланиччен вăхăт нумаях юлмарĕ. Часах аслашшĕсемпе асламăшĕсем патне хуласенчен мăнукĕсем килме пуçлаççĕ. Алла шăрпăк тытни тата унпа выляни пысăк инкекпе вĕçленме пултарасси пирки пĕчĕккисене малтанах тĕплĕн ăнлантармалла.
"Шăмăршă хыпарĕ"