АГЗС УÇĂЛНĂ
Çак кунсенче Шăмăршăри газ участокĕ çывăхĕнче Çĕрпỹ- Сызрань аслă çул хĕрринче АГЗС (автомашинăсене газпа заправка тăвакан станци) ĕçлеме пуçларĕ. АГЗС талăкĕпех ĕçлет, çĕрлехи вăхăтра халăха газ баллонĕсем те сутать. АГЗСра ĕçлеме кадрсем çителĕклĕ, вĕренме кайнисем тата та пур, - пĕлтерчĕ пирĕн корреспондента Шăмăршăри газ участокĕн мастерĕ М. Салахов.
"Шăмăршă хыпарĕ"