ÇУРХИ ЫРĂЛĂХ ЭРНИ ТИРПЕЙ - ИЛЕМ ТУНИПЕ ПУÇЛАНЧĔ
ÇУРХИ çанталăк чипер хĕр кăмăлĕ пек, улшăнса кăна тăрать, пĕр кун хĕртсе хĕвел пăхать, тепĕр кунах упа сурчăкĕ пек çумăр пĕрĕхет е юр та вĕçтеркелет. Çанталăк улшăнса тăчĕ пулин те, районта Çурхи ырăлăх эрни йĕркеллĕ пуçланчĕ. - Шăмăршă халăхĕ тирпей-илемшĕн кĕрешес ĕçе кар тăрса пуçăнчĕ, - тет район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. К. Андронов. _ Районти кашни ялтах тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе субботниксемпе воскресниксем ирттернĕ, вĕсем малашне те иртĕç. Кашни ял администрацийĕ çумне район администрацийĕн ответлă работникĕсене çирĕплетнĕ. Район центрĕн Космовский ячĕллĕ, К. Маркс, Ленин, Уруков, Илпек тата Советская урамĕсенче бюджетлă организацисенче ĕçлекенсемпе ял çыннисем - пурĕ 150 çын ытла - кар тăрса вăй хучĕç. Çывăх кунсенче вĕсем бордюрсемпе йывăçсене шуратса тухаççĕ. Федераллă тата республика пĕлтерĕщлĕ автоçулсен хĕррине те тирпейленĕ. Ку тĕлĕшпе шкул ачисене пысăк тав тумалла. Эрне вăхăтĕнче районпа начартарах пурăнакан çемьесене гуманитарлă пулăшу парас тĕлĕшпе те пысăк ĕç пурнăçлаççĕ. Шкулсенче "Ырă кăмăл тĕнчене çăлать" темăпа сочиненисен конкурсĕ иртет. Ватă çынсене пулăшасси те - Çурхи ырăлăх эрнин тĕллевĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"