МУХТАВЛĂ ТРАДИЦИЛЛĔ СПОРТ КЛУБĔ
Çак кунсенче ЧР Çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ йĕркеленĕ обществăлла пĕрлешỹсен фестивальне пирĕн районти "Чепкасинец" спорт клубĕн членĕсене те йыхравланă. Райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕн çамрăксен ыйтăвĕсемпе тата физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен заместителĕ А.П.Чумуркина ертсе пыракан шăмăршăсен делегацийĕ Шупашкарти фестивальте пысăк активлăхпа палăрнă. Анатчаткассен 80 çынна пĕрлештерсе тăракан спорт клубĕн историйĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панине, унăн прунăçне тĕплĕн çутатакан выставка йĕркеленине фестивале килнисем кăмăллăн йышăннă. 1966 çулта йĕркеленнĕ спорт клубĕн - хальхи вăхăтра ăна Н.Н.Зыков учитель питĕ пултаруллăн ертсе пырать - лайăх енĕсем чылайăшне кăсăклантарнă, унăн паха ĕç опычĕ республикăри ытти клубсемшĕн те усăллă пулнине палăртнă. "Чепкасинец" клубăн историйĕ чăннипех те пуян. Клуб членĕсенчен чылайăшĕ тĕрлĕ çулсенче республика чемпионĕсем пулса тăнă, Раççей спорт мастерĕсемпе кандидачĕсем те вунна яхăн. Мухтавлă традицие малалла тăсса, ял спортсменĕсем хальхи вăхăтра та - шкулта вĕренекенсем те, çамрăксем те - районта лайăх енĕпе палăрса тăраççĕ, спорт ăмăртăвĕсенче призлă вырăнсем çĕнсе илеççĕ. ЧР Президенчĕ 2004 çула Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ тесе палăртнине тĕпе хурса, кăçал Анат Чаткасра спорт пурнăçне тата туллинрех те интереслĕрех йĕркелесе пыраççĕ. Районти тĕрлĕ ăмăртусене активлă хутшăннисĕр пуçне, шкул ачисем уроксем хыççăн хăйсен спорт пултарулăхне тĕрлĕ секцисенче аталантараççĕ, пĕр-пĕринпе волейболла, баскетболла, теннисла ăмăртса выляççĕ. Вĕренекенсем хыççăн спортзала çамрăксем йышăнаççĕ, командăсене пайланса, спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртаççĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"