ЧУКАЛТА - ÇЕМЬЕ ВРАЧĔН ОФИСĔ
Чăваш Республикин Президенчĕн Сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă программипе килĕшỹллĕн, апрелĕн 15-мĕшĕнче Чукалта та Çемье врачĕн офисĕ уçăлчĕ. Ялти паллă событие çывхартса, медицинăн çĕнĕ йĕркепе ĕçлекен учрежденин пỹлĕмĕсенче, коридорта капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ, реконструкци тунă, стенасемпе алăксене сăрласа илемлетнĕ, маччана шуратнă, урайне линолеум сарнă. Офисăн пурлăх никĕсне çирĕплетсе, кунта паянхи куна тивĕçтерекен медицина оборудованийĕпе тĕрлĕ аппаратсем, тĕрлĕ инструментсен комплекчĕсене кỹрсе килнĕ. Кăнтăрлахи стационарăн койкисене çĕнĕ вырăн таврашĕсемпе комплектланă. Çемье врачĕн офисĕ уçăлнă ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă митинга ял çыннисем йышлăн пухăнчĕç. Кĕске сăмах каласа, ăна Чукал ял администрацийĕн пуçлăхĕ В. П. Синяков уçрĕ. _ Çемье врачĕн офисĕ уçăлни _ Вырăс тата Çĕнĕ Чукал ялĕсен историне çĕнĕ страницăпа пуянлатать. Халĕ чукалсем аякри районти больницăна каймасăрах хăйсен чылай проблемисене ялтах татса пама пултараççĕ. Чи аякра вырнаçнă ялсене çакнашкал пысăк тимлĕх уйăрнăшăн ял-йыш Чăваш Республикин Президентне Николай Федорова тата райадминистраци пуçлăхне Валерий Петрович Фадеева пĕтĕм чун-чĕререн тав тăвать. Малалла вара ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ И. Ю. Лисенкова, Çĕнĕ Шупашкарти больницăн страховани кассин директорĕ О. Ю. Зайцева, райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ А. А. Бочкарева, Чукал шкулĕн учительници О. М. Еремеева тухса калаçрĕç, вырăнтах çĕнĕ йĕркипе ĕçлекен медицина учрежденийĕ уçăлни ял çыннисемшĕн питĕ меллĕ пулнине палăртрĕç. И. Ю. Лисенкова районти больницăн тĕп врачне УАЗ 3962 маркăллă санитари автомашинин укçипе техника документацине парсан митинга пухăннă çынсем хыттăн алă çупрĕç. Хĕрлĕ хăюна каснă хыççăн ял çыннисен Культурăпа социаллă центрта вырнаçнă Çемье врачĕн офисĕпе паллашрĕç. Кун хыççăн Н. Д. Ильина врач, Г. С. Симурзина фельдшер, Р. В. Лукьянова акушерка, Л. Н. Симурзинапа Н. Н. Долгова медсестрасем тỹрех чирлисене йышăнма пуçларĕç.
"Шăмăршă хыпарĕ"