ТЕЛЕЙĔ УН - АЧАСЕНЧЕ
1941 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче Патăръелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухакансем сывпулашу каçĕ ирттернĕ. Чечек пек илемлĕ, мал ĕмĕтлĕ каччăсемпе хĕрсем юрланă-ташланă, часах хăйсен юратнă специальноçĕпе ĕçлеме пуçласси çинчен калаçнă. Анчах та çамрăксем çутă ĕмĕтне Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланни çапса хуçнă. Фашистла Германи пирĕн Тăван çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ. Педучилищĕре вĕренекенсем хăйсен преподавателĕсене фронта ăсатма пуçланă. - Тăван ялăма - Васана таврăнтăм та, аттене те вăрçа кайма повестка пани çинчен пĕлтĕм, - аса илет К. Ф. Юманова ĕç ветеранĕ. - Ялта чуна ыраттаракан салтак юрри янăраса тăратчĕ, кашни кунах темиçе ар çынпа каччă фронта тухса каятчĕ. Клавдия Филипповнăна районти çут ĕç пайĕ Пăчăрлă Пашьел шкулне ĕçлеме янă. Унта ăна аслашшĕ лашапа леçнĕ. Темиçе кунтан хисеплĕ ватă йывăр аптраса пурнăçран уйрăлса кайнă. Аслашшĕ вилни çемьешĕн çав тери пысăк çухату пулнă. Ватă пулсан та, ар çын-çке, кил-çурт тĕрекĕ. Клавдия Филипповнан амăшĕ икĕ пĕчĕк ачипе тăрса юлнă. Часах хĕрарăма Пăва çывăхне окоп чавма илсе кайнă. Çуртне хупса ачисене тăванĕ патне хăварнă. Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче Клавдия Филипповна пĕрремĕш класс ачисене вĕрентнĕ. Класра 33 ача пулнă. Çамрăк учительница вĕсене вулама-çырма çеç мар, тỹрĕ кăмăллă та ĕçчен çын пулма та вĕрентнĕ. Вăрçă çулĕсенчи хĕн-асапа пула, Клавдия Филипповнан амăшĕ йывăр чирлесе ỹкет. Килти кăткăс лару-тăрăва пула, çамрăк учительницăна Ярăслав шкулне ĕçлеме янă. Обществăлла ĕçсенче те хастар пулнă вăл, займ çырăнтарнă, колхоз ĕçне хутшăннă, спектакльсенче вылянă. Клавдия Филипповнан ашшĕ фронтран йывăр аманса, хăрах урапа таврăннă. Ăна леçме госпитальтен медсестра килнĕ. Аслă Çĕнтерỹ кунне ял халăхĕ чун-чĕрери савнăçпа кĕтсе илнĕ. Фронтовиксем яла таврăнма пуçласан, пурнăç илемленнĕн туйăннă. 1948 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче Клавдия Филипповна Кивĕ Шăмăршăри Николай Михайлович Юманов фронтовикпа пĕрлешет. Унтанпа 56 çул çиртĕ ĕнтĕ. Телейлĕ мăшăр 4 ача çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. 80 çул тултарать ыран К. Ф. Юманова ĕç ветеранĕ. 1947 çултан пуçласа мĕн пенсие каичченех Кивĕ Шăмăршăри пуçламăш шкулта ачасене вĕрентнĕ вăл, ырă ят çĕнсе илнĕ. Ял-йыш ăна депутат пулма суйласа чыс тунă. Клавдия Филипповнан Хисеп грамотисем те чылай. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр эпир педагогика ĕçĕн ветеранне К.Ф. Юманована. Сирĕн ырă ĕçĕре хăвăр вĕрентсе кăларнă ачасем нихăçан та манмĕç.
"Шăмăршă хыпарĕ"