МАТТУР МОРЯК
ÇУ кунĕсем çитсен, Ваня ял хыçĕнчи çырмаран тухмастчĕ те темелле _ кунĕпех шывра шăмпăлтататчĕ. Ачашăн ун чухне пысăк мар пĕве те тинĕс евĕр туйăннă пуль çав. _ Ỹссен моряк пулатăп! _ тенĕ час-часах лара-тăра пĕлмен ача. Пуянкассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан И.Семенов Вăрнарти совхоз-техникума кайса кĕнĕ, унти зооветеринари уйрăмне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Хăйĕн специальноçĕпе ĕçлеме тытăнайман вăл _ йĕкĕте çар комиссариатне чĕнтернĕ. Медицина комиссийĕн йышăнăвĕ татăклă пулнă: _ Тинĕс çар флотĕнче службăра тăма юрăхлă, çĕршыва шăпах çакнашкал моряксем кирлĕ. Унтанпа, Ваня сăмсасăр картуспа бушлат тăхăннăранпа, вăхăт самаях иртрĕ ĕнтĕ _ кĕркунне вăл тăван яла, ашшĕ-амăшĕ килне таврăнĕ. И. Семенов _ чăннипех маттур моряк. Пуянкасси йĕкĕчĕ çурçĕр флотĕнче, "Совет Союзĕн флочĕн адмиралĕ Н. Г. Кузнецов" авианосец çинче службăра тăрать, иккĕмĕш статья старшини. Çакна палăртма кăмăллă: Ваня служба тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать, класлă специалист. Ăна службăри çитĕнỹсемшĕн часть командирĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Кун пек чыса, паллах, пурте тивĕçеймеççĕ. Нумаях пулмасть морякăн ашшĕпе амăшĕ _ Владимир Ивановичпа Елена Васильевна _ ывăлĕ службăра тăракан авианосец командирĕнчен тав çырăвĕ илчĕç. Унта И. Семенов иккĕмĕш статья старшини çар ĕçне лайăх пĕлни, экипажра пысăк авторитетлă пулни пирки пĕлтернĕ. Пĕр сăмахпа, Пуянкасси йĕкĕчĕ _ çĕршывăн шанчăклă сыхлавçи. Ашшĕпе амăшĕ хăйсен ывăлĕпе чăннипех мухтанма пултараççĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"