Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЧИ ВĂЙЛИСЕМ - ÇĔНТЕРỸÇĔСЕМ

Чăваш Республикин Президенчĕ кăçалхи çула "Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ" тесе пĕлтернине илтмен çын та юлмарĕ пулĕ. Çак указа пурнăçлас тĕлĕшпе райадминистрацин ĕçĕсен управленийĕ предприятисем, организацисем тата учрежденисем хушшинче волейбол турнирĕ ирттерчĕ. Икĕ куна пынă хĕрỹ вăйăсенче вун икĕ командăран финала ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн "Карлинская" агрофирмăн", райсудăн, райпон командисем тухнă. Çĕнтерỹçĕ ятне вара ДЮСШ, команди çĕнче илнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - "Карлинская" агрофирмăпа" райпо.


"Шăмăршă хыпарĕ"
14 апреля 2004
00:00
Поделиться