ÇУРХИ ТĔНЧЕ ВĂРАННĂ ЧУХ ... ÇУРКУННЕ...
Ытарайми илемлĕ вăхăт мар-и-ха халĕ? Вĕçен кайăксем, Тăван çĕршыва ырă-сывă вĕçсе çитнишĕн савăнса юрă шăратаççĕ, шыв-шур типнĕ май ял урамĕсенче, улăх-çаранра пурçăн пек курăк шăтса тухать, хĕвел ăшшипе хитре лĕпĕшсемпе тĕкĕл турасем чĕрĕлеççĕ... Çаплă, сăвăç каланă пек "хĕл куççулĕ шавласа юхса кайрĕ çырмара". Юр кайнă хыççăн куç умне тĕрлĕ таса марлăх та тухса тăчĕ, унта та кунта кăмăла пăсакан ỹкерчĕк курăнать. Чăнах та, республикăри ытти район центрĕсемпе танлаштарсан, Шăмăршă тирпейлĕхпе палăрса тăрать-ха. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырура та çапла палăртрĕ: "Тăван вырăнсене пысăк хăвăртлăхпа тирпей-илем кĕртекен лайăх тĕслĕхсем илсе кăтартма кăмăллă. Çавна пула районсемпе хуласен, ялсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн хăвăртлăхĕ ỹсет. Акă, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенех илер, Етĕрне, Муркаш, Вăрнар районĕсем пирки вара калама та кирлĕ мар. Мĕнрен килет-ха çакă? Чи малтанах чăн пуçлăх пурринчен тата вăл кулленхи ыйтусене татса парас енĕпе ĕçе мĕнле йĕркеленинчен. Унта тасамарлăхпа кĕрешни те, урамсене тирпей-илем кĕртни те, çулсемпе картасене юсани те _ пурте кĕрет". Паллах, пирĕн района пĕтĕм республика умĕнче ырлани савăнтарать, çав вăхăтрах тирпей-илемшĕн тата та ытларах тăрăшма хушать. Пытармалли çук, район центрĕнче те, ялсенче те таса мар вырăнсем сахал мар, хăшĕ-пĕрисем çỹп-çапа урама тухса тăкма та именмеççĕ. Кунашкал тĕслĕхсем Палтиел, Кивĕ Чукал, Çĕнĕ Чукалпа Вырăс Чукал, Хайпăла, Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенче уйрăмах куçа тăрăнаççĕ. Акă, Шăмăршăри Пионер тăкăрлăкĕпе кун каçа вун-вун çын çỹрет: ачасене садике леçеççĕ тата кайса илеççĕ, ĕçе е шкула васкаççĕ тата ытти те. Анчах та çак тăкăрлăка ниепле те центрти урам тесе калаймăн. Юр кайнăранпах кунта пылчăк сарăлать, хăш-пĕр кỹленчĕк урлă атăпа та аран çеç каçатăн. Çак лупашкасене хăйăр е карьерти шур чула сарса тикĕслесен тем пекех аванччĕ те, ĕçне тăвакан çук. Çакăн пек йĕркесĕрлĕхе ытти ялсенче те курма пулать. Республика уявĕ умĕн районти техника паркĕсемпе выльăх-чĕрлĕх фермисен террриторисйĕсене те тирпейленĕччĕ, витесене шуратса тухнăччĕ тата картасене çĕнетнĕччĕ. Шел те, хăш-пĕр ялсенче паян ун чухнехи илемрен ячĕ çеç юлнă. Вырăнти влаç, ертỹçĕсем хăйсен ялĕн илемĕшĕн тăрăшманни пăшăрхантарать. Район центрĕнче икĕ-виçĕ çĕрте хĕвелçаврăнăш вăрри сутаççĕ. Хĕвелçаврăнăш туянакансем автостанци таврашне, магазинсем умне, урама сурса варлаççĕ. Район çыннисем юсаса çĕнетнĕ, тирпейленĕ вырăнсене хăшĕ-пĕрисем ватса-çĕмĕрсе пĕтереççĕ. Уйрăмах çамрăксен культура çукки хытă сисĕнет. "Культурăсăр _ пурнăç хăйĕн пĕлтерĕшне çухатать!" _ асăрхаттарать Президент. Ман шутпа, çав тери тĕрĕс те кирлĕ сăмахсем. Апрелĕн 16_24-мĕшĕсенче республикăра Çурхи Ыр кăмăллăх эрнине ирттерме палăртнине пирĕн район çыннисем те хапăл тусах йышăнчĕç. Çак эрне вăхăтĕнче ялсене тирпей-илем кĕртмелле, йывăçсемпе тĕмсем лартмалла, ватă çынсемпе пĕччен пурăнакансене пулăшмалла. Атьăр-ха 2004 çула тасалăхпа тирпей-илем çулĕ туса хурассишĕн, тăван Шăмăршă тăрăхне чечеклентерессишĕн чун-чĕререн тăрăшар, ентешĕмĕрсем!
"Шăмăршă хыпарĕ"