Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПĔРЛĔХПЕ ПĔР ШУХĂШЛĂХ - ЮНАШАР

2004 çулхи апрелĕн 16_24-мĕшĕсенче тĕнчере, Раççейре, çав шутра Чăваш Енре те, Çурхи ырăлăх эрни иртет. Обществăн социаллă проблемисене татса парас тĕлĕшпе предприятисемпе организацисен, уйрăм граждансен вăйне пĕрлештерсе активлăрах тăвасси унăн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Çак мероприятин шухăшĕ питĕ ансат _ пĕр-пĕрне ырă ĕçсемпе пулăшасси. Ырăлăх эрни пĕр-пĕринпе тăванлашма, çывăхрах пулма май парать. Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура Ырăлăх эрнине пурне те активлă хутшăнма чĕнсе каланă. ЧР Социаллă политика министерствин тата ЧР Çамрăксен патшалăх комитечĕн 2004 çулхи мартăн 31-мĕшĕнчи çырăвĕпе килĕшỹллĕн, социаллă вăйсене пĕрлештерес тĕллевпе, райадминистраци пуçлăхĕн йышăнăвĕпе Çурхи ырăлăх эрнин планне, ăна пурнăçа кĕртме йĕркелỹ комитечĕн йышне çирĕплетнĕ. Районта тĕрлĕ мероприятисемпе акцисем йĕркелеме палăртнă. Нумай ачаллă тата начар социаллă лару-тăру хуçаланакан çемьесем валли кĕпе-тумтир, укçа-тенкĕ, кĕнекесем, ача-пăча теттисем пуçтарасси, ватă çынсемпе инвалидсене тĕрлĕ енлĕ пулăшасси _ пирĕн тивĕç. Ялсенчи урамсене тирпейлесси, вĕсене илемлĕрех тăвасси, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен территорийĕсене тасатса йĕркене кĕртесси, картасене юсаса çĕнетесси те ан манăçтăр. Вĕрентỹпе культура учрежденийĕсенче Ыр кăмăллăх урокĕсем, пулăшулăх концерчĕсем, семинарсем иртĕç. Апрелĕн 21-мĕшĕнче Шăмăршăри Культура керменĕнче Ыр кăмăллăх марафонне йĕркелеççĕ, унта предприятисемпе организацисем, учрежденисем, предпринимательсемпе ытти граждансем хутшăнма пултараççĕ. Пухăннă укçа-тенкĕпе ытти пурлăха пĕччен пурăнакан ватăсене, инвалидсене, нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесене, сĕм-тăлăх ачасене пулăшу кỹнĕ çĕре яраççĕ. Ырăлăх эрнине активлă хутшăннă май, пĕрлĕхпе пĕр шухăшлăх юнашар пыччăр, чун-чĕресем тасарах та ăшăрах пулччăр


"Шăмăршă хыпарĕ"
10 апреля 2004
00:00
Поделиться