Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КАМРА-ШИ АЙĂПĔ: САНРА Е ТЕН, МАНРА?

Ача - çемье тĕрекĕ. Атте-аннешĕн савăнăçĕ те, хуйхи те. Пĕчĕк чух пурте ăна юратаççĕ, лăпка-лăпка ỹстереççĕ. Вăл чирлесен çĕрĕпе куç хупман каçсем те сахал мар иртеççĕ. Çитĕннĕçем вара аннесемшĕн, умне саппун çакса куççульне шăлмалли кунсем çитеççĕ. Пĕчĕк чухнехи ырлăхшăн çитĕнсен хурлăх кăтартатпăр. Çук, ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне усала вĕрентместех пулĕ ĕнтĕ. Анчах ăçтан сиксе тухаççĕ-ха пурнăç çулĕ çине пуç тавра шухăшлама пĕлмен çынсем? Кам айăплă çакăншăн? Нумай ашшĕ-амăшĕ айăпне шкулпа çыхăнтарать. Вĕренỹ çуртĕнче кирлĕ пек воспитани памаççĕ имĕш. Вĕрентекенсем хăйсен ĕçне çиелтен çеç пурнăçлани пирки шавлаççĕ. Тен, тĕрĕслĕхĕ те пур пулĕ кунта. Вĕрентекенсем вĕренекенсемпе сахал ĕçлени сисĕнет-ха. Вĕсем халĕ (ыттисем те çавах тесен те йăнăш пулмĕ) шалу шайне кура çеç ĕçлеççĕ. Ытлашшине ĕçлесе ывăнасшăнах мар. Паян халăхшăн укçа "пуç" пулса тăни çакăн патне илсе çитерчĕ пулас. Анчах лайăхрах шухăшласа пăхар та, вĕренекенсемпе инкек пулнишĕн вĕрентекенсен ĕçне çеç хурлама васкар мар. Тахçанах шкулпа ашшĕ-амăшĕн тачă çыхăну тытмалли пирки пĕлтереççĕ. Усси вара? Нумайăшĕн ашшĕ-амăшĕ класс пухăвĕсене те пыма вăхăт тупаймасть. Çакăнта ачи çине аллине сулни сисĕнмест-ши? Тĕпренчĕкĕн çитменлĕхĕсем нивушлĕ вĕсене интереслентермеççĕ? Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура çитĕнекен ăрăва воспитани панă ĕçре вĕрентекенсемпе çемьен пĕлтерĕшĕ пысăкки çинчен пĕлтерни питĕ вырăнлă. Çитĕнекен ăрăва тĕслĕх кăтартаканĕ ăна хупăрласа тăракан общество та. Çамрăк аслăраххисене сăнама тăрăшать. Вĕсем тăвакан ĕç-пуç ăна кирлĕ пек туйăнать. "Ырă куккасем" черкке пушатни, пирус туртни хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмшĕн ырă пулăм пекех туйăнать. Пурнăçăн анлă çулĕпе вĕсем нумай утнă, апла малашнехи кун-çул çаплалла пулмалла çамрăкăн ăнланăвĕпе. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм начаррине лайăх тесе йышăннинче обществăн айăпĕ пур теесшĕн мар. Кашни çынна шухăшлама пуç лартса панă, ăна илемшĕн ăсталаман-çке. Шкул ачисемпе çамрăксене воспитани парас енĕпе массăллă информаци хатĕрĕсем те сахал çыраççĕ теме пăхаççĕ. Тĕллевсĕр пурăнакан ача хаçат-журнал вулать тесе кам ĕнентерме пултарĕ (çитменнине тата хаçат-журнал çырăнакан çемьесем те сахаллансах пыраççĕ). Шкулта вĕренекенсем кĕнекесем çине те куçĕсене хупаççĕ те. Вĕсене телевизор пăхса, магнитофон кĕрлеттерсе пултăр. Çак йĕркесене шăрçаланăçем, ачасем шкул саккинчен уйрăличченех çут тĕнчепе сыв пуллашни аса килчĕ. Шел те, юлашки çулсенче хăйсем çине алă хума вăй çитерекенсем хутшăнсах пыраççĕ. Сусăрланса е чирлесе вилсен татахчĕ. Анчах та шкул ачи пуçне мăйкăч ăшне чикни пирки каласан çурăм тăрăх сивĕ чупса иртет. Унтан та ытларах çав ачасен ашшĕ-амăшĕ мĕнлерех чăтса ирттерет-ши çак çĕр йăтайми хуйха? Мĕншĕн вилĕме алă париччен тăванĕсене хуçса хăварасси пирки шухăшламаççĕ-ши? Шкулта вĕреннĕ чухне часрах çитĕнесчĕ тесе ĕмĕтленетпĕр. Малашлăхра мĕн кĕтни пирки вара пуçа ватмастпăр. Ачалăха каялла тавăрма май çукки çинчен те аса илместпĕр. Вăхăт çитсен сисмесĕрех пиртен пытанать вăл. Ăна ешĕл улăхра та, йăмраллă çырмара та, вăрманта шыраса тупаймăн. Ырă та ăшă аса илỹре çеç упранса юлать ачалăх. Çавăнпа та васкас марччĕ ăна алă сулма. Президентăн Çырăвĕпе килĕшсе сывă пурнăç йĕрки тытса пырса çĕршыва усă кỹме тăрăшасчĕ. Çамрăк ăрăва кирлĕ пек воспитани парассишĕн пурте тăрăшар. Пĕр чăмăра пухăнар та пĕрлĕхре вăй пулнине манар мар.


"Шăмăршă хыпарĕ"
10 апреля 2004
00:00
Поделиться