Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХРИСТОС ВИЛСЕ ЧĔРĔЛНИ

Иуда салтаксен тата тарçăсен ушкăнĕпе Иисус Христос патне çывхарса пынă. "Эпĕ кама чуп тăватăп, çавă Христос пулать", _ тенĕ вĕсене Иуда. Вăл Çăлакан патне пынă та, Ăна чуп туса илнĕ. Христос ăна çапла каланă: "Тусăм! Чуп тусах сутатăн-и Мана?" Тарçăсем Христоса çыхса хураççĕ. Кайафа священник патĕнче еврейсен тĕп судйисем ларнă. "Кала-ха, Турă ывăлĕ Христос эсĕ-и вăл?" _ ыйтнă Кайафа. "Çапла, эпĕ", _ хуравланă Христос. "Эсир илтрĕр-и, вăл мĕнле чăрсăррăн калаçать. Кун пирки эсир мĕн шутлатăр?" _ тенĕ Кайафа. "Вăл вилĕме тивĕçлĕ!" _ тенĕ пуçтарăннисем. Эрне кун еврейсен ушкăнĕ Христоса Рим патши Пилат патне илсе килнĕ, ăна Иисус хăйне патша вырăнне хурать, халăха начара вĕрентет тесе ĕнентерме тытăннă. "Эсĕ Хăвна чăнахах патша тесе шутлатăн-и вара?" _ ыйтнă Пилат. "Çапла, Эпĕ _ Патша, _ тенĕ Христос, _ анчах Манăн патшалăх çĕр çинче мар". Христоспа калаçнă хыççăн Пилат еврейсене çапла каланă: "Унра эпĕ нимĕнле айăп та курмастăп". Еврейсем килĕшменнине кура, Пилат Христоса хĕнеме хушнă. Юнланса пĕтсен, Ăна шеллессе шаннă вăл. Анчах та Христоса патакпа пуçран, питрен çапсан та халăх лăпланман. "Пăтала Ăна, пăтала!" _ кăшкăрашнă халăх. Кун хыççăн Патша ирĕксĕрех Христоса пăталама ирĕк панă. Салтаксем Ăна, пуçĕ çине йĕплĕ пралуклă кăшăл тăхăнтартнăскере, Голгофа тăвĕ еннелле утма хушнă. Кунсăр пуçне Унăн хул пуççийĕ çине Хăйне пăталамалли йывăр йывăç хĕрес те хунă. Христос, пысăк асапсем тỹссе аманса пĕтнĕскер, ỹке-ỹке малалла утнă. Голгофа тăвĕ çинче Иисус Христосăн тум-тирне хывса илнĕ, аллисемпе урисене пысăк пăтасемпе хĕрес çине пăталаса хунă. Христоспа юнашар икĕ вăрă-хураха пăталанă. Пăталанă вăхăтра Христос Хăйне вĕлерекенсен çăлăнăçĕшĕн кĕл тунă: "Аттеçĕм, каçар, вĕсем хăйсем мĕн тунине те пĕлмеççĕ..." Виçĕ сехете яхăн асапланнă хыççăн Христос хыттăн кăшкăрса янă: "Манăн Туррăм, Манăн Туррăм! Мĕншĕн Эсĕ Мана хăвартăн!.." "Аттеçĕм, Хамăн чунăма Сан аллуна паратăп", _ тенĕ те Христос, пуçне усса пурнăçран уйрăлса кайнă ... Çак вăхăтра хĕвел çил-тăвăлпа хупланнă, тавралăх сĕм-тĕттĕм пулса ларнă, çĕр чĕтренме тытăннă... "Ку Çын Турă Ывăлех пулчĕ иккен", _ тенĕ салтаксене ертсе пынă Рим офицерĕ. Христос ученикĕсем _ Иосифпа Никодим Иисус ỹтне хĕрес çинчен илсе, Ăна ырă шăршăллă çупа сĕрнĕ, таса пир çине вырттарса Голгофа çывăхĕнчи сăрт çине шăтăк чавса пытарнă. Çĕрле, шăмат кунтан вырсарни куна куçнă самантра, вĕлернĕ хыççăн виççĕмĕш кунне пирĕн Туррăмăр Иисус Христос чĕрĕлсе тăнă, кайран пĕлĕте çĕкленнĕ. Вăл шуйттана та, вилĕме те çĕнтернĕ. Христос хăвачĕпе халĕ тупăкра выртакан çынсем те чĕрĕлсе тăрĕç, вĕсен чунĕсем хăйсен ỹчĕсемпе пĕрлешĕç, пурте Иисус сучĕ умне тăрĕç. Çак кун хăçан килессе Турă Хăй кăна пĕлет. Çылăхсем тумасăр пурăнма тăрăшса пирĕн пурин те çав куна кĕтсе илме хатĕр пулмалла. Çак Мăн кун пире пулас пысăк савăнăç çинчен аса илтерет. Мăн кун уявĕ ячĕпе сире, районăн хисеплĕ çыннисем!


"Шăмăршă хыпарĕ"
10 апреля 2004
00:00
Поделиться