Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТĂВАН ШКУЛА - СПОНСОР ПУЛĂШĂВĔ

Карапай Шăмăршăри Ю.В.Столяров Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ хыççăн тăван шкулта 8 çул хушши ачасене физикăпа вĕрентрĕ. Ырă кăмăллă та пултаруллă çамрăк физика ачасем те, учительсем те питĕ хисеплетчĕç. Юрий Витальевичăн урокĕсем тивĕçлĕ методика шайĕнче тата ачасемшĕн интереслĕ иртнине педагогсен канашĕнче те палăртатчĕç. Анчах та районта предпринимательство юхăмĕ аталанса вăй илме пуçланă тапхăрта, 8-9 çул каялла, Ю.В.Столяров та çак ĕçе куçрĕ. Майĕпен-майĕпен тупăштарса пырса, вăл ура çинче çирĕп тăракан предприниматель пулса тăчĕ. Юрий Витальевич тăван шкула та манмасть, ăна тăтăшах спонсор пулăшăвĕ парса тăрать. Шкула мечĕксем тата ытти хăш-пĕр спорт инвентарĕсем парнелет. Çавăн пекех шкулти библиотекăна та пулăшать. Акă, нумаях пулмасть çамрăк предприниматель 300 тенкĕлĕх ача-пăча кĕнеки туянса пачĕ. Тăван шкула спонсор пулăшăвĕ панăшăн Ю.В.Столярова учительсем те, ачасем те тав сăмахĕсем калаççĕ. Кунсăр пуçне Юрий Витальевич ялти çамрăксене те тимлĕх уйăрать, вĕсем хăйсен канăвне усăллă ирттерччĕр тесе, футбол тата волейбол мечĕкĕсемпе тивĕçтерет. Çамрăксем командăсене пайланса, тăтăшах спорт вăййисенче ăмăртаççĕ. Карапайсен командисем районти ăмăртусене те активлă хутшăнаççĕ, призлă вырăнсем çĕнсе илеççĕ. Нумай чухне спортсменсен командине Ю.В.Столяров хăйĕн автомашинипех ăмăртăва илсе килет.


"Шăмăршă хыпарĕ"
07 апреля 2004
00:00
Поделиться