Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРА - МОДЕЛЬЛĔ БИБЛИОТЕКА

ЧР Президенчĕн 2003 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнче тухнă "Чăваш Республикинчи ялсенче модельлĕ библиотекăсем йĕркелесси çинчен" Указне пурнăçласа, иртнĕ эрнере Карапай Шăмăршăри ял библиотеки модельлĕ никĕс çине куçрĕ. Кунта Шупашкартан компьютер комплекчĕ, тĕслĕ телевизор, видеомагнитофон тата тематикăллă компакт-дисксем кỹрсе килнĕ. Учреждение çавăн пекех çĕнĕ сĕтел-пуканпа та пуянлатнă. Модельлĕ библиотека уçнă çĕре ял çыннисем йышлăн пухăнчĕç. Савăнăçлă пухăва районти централизациленĕ библиотекăсен системин директорĕ, ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.В.Максимова уçрĕ. -Пĕлтĕр тата кăçал Шăмăршăра, Патирекре модельлĕ библиотекăсем ĕçлеме пуçларĕç, - терĕ Александра Васильевна. - Паян, акă, карапайсемпе çĕнтăрăнсемшĕн те çакнашкал библиотека уçăлчĕ. Компьютерпа усă курса, ял çыннисем районти, республикăри тата Раççейри тĕрлĕ енлĕ информаципе анлăн усă курма пултараççĕ. Модельлĕ библиотека пĕлỹ, культура шайне ỹстерессинче те паллă вырăн йышăнать. Çавăн пекех, çулран-çул тĕрлĕ событисемпе пуянланса пыракан ял историне çырса пырассинче те унăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Малалла вара ЧР Культурăпа национальноçсен ĕçĕсен министерствин представителĕ Л.С.Спиридонова, Чăваш наци библиотекин работникĕ Н.А.Коновалова, республикăри ача-пăча библиотекин директорĕ Т.Р.Григорьева, райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ Л.Н.Портнова, райадминистрацин информаци тивĕçтерĕвĕн пайĕн начальникĕ А.Н.Романов, Карапай Шăмăршăри ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.В.Денисов, Л.И.Арбузова библиотекарь тата библиотекăн активлă вулаканĕсем тухса калаçрĕç. Кун хыççăн пухăва килнисем районти библиотекарьсем компьютер программине кĕртсе хатĕрленĕ материалсемпе - ялти паллă çынсен биографийĕсемпе, тĕрлĕ справкăсемпе, фотоỹкерчĕксемпе паллашрĕç. Шкул библиотекарĕ Л.Н.Симукова хатĕрленĕ литературăпа музыка композицийĕ те интереслĕ пулчĕ.


"Шăмăршă хыпарĕ"
07 апреля 2004
00:00
Поделиться