Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КĂÇАЛ ТА ХУТШĂНЧĔÇ

Акă 10 çул ытла ĕнтĕ Францири математиксен ассоциацийĕ "Кенгуру" ятпа Пĕтĕм тĕнчери математиксен конкурсне йĕркелет. Вăл "Математика - пурин валли те" девизпа иртет. Шкулта вĕренекенсене математикăпа ытларах интереслентересси, ун пирки кичем те йывăр наука тесе çирĕпленнĕ шухăша сирме пулăшасси çак мероприятин тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Конкурсăн заданийĕсем кăсăклă та илĕртỹллĕ. Математикăпа питех туслă пурăнман ачасем те хăш-пĕр задачăсене шутлама вăй çитереççĕ. Кăмăлсăр юлакансем çук. Французсен конкурсĕ ачасем юратакан сумлă мероприяти пулса тăчĕ. 2003 çулта конкурса 35 çĕршыври 3 миллиона яхăн вĕренекен хутшăннă, çав шутра Раççей ачисем - 560 пин. Чăваш Республикинчи ачасем те килĕштереççĕ ку мероприятие. Пĕлтĕр конкурсра 12327 ача хăйĕн математика пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренкенсем çак конкурса хутшăнасси традицие кĕнĕ ĕнтĕ. Унта вăй виçекенсен йышĕ çулран-çул ỹссе пыни питĕ савăнтарать. Çак кунсенче шкулта иртнĕ "Кенгуру - 2004" конкурсра 2-10 классенче вĕренекенсем ăмăртрĕç. Кашни ача алла хут илчĕ, унта 30 задани çырса хунă. Задачăсене шутласа кăларнине çырмалла мар. Кашни 5 ответ вариантчĕсенчен пĕрне, тĕрĕссине, ятарлă бланк çинче палăртмалла. Конкурс валли 1 сехет те 15 минут уйăраççĕ. Май уйăхĕн вĕçĕнче результатсен таблицине шкула ярса параççĕ, унта кашни вĕренекен миçе бал пухнине çырса хураççĕ, пĕтĕмĕшле списокра миçемĕш вырăн йышăннине палăртаççĕ. Шкул линейкинче вара ачасем Пĕтĕм тĕнчери математиксен "Кенгуру-2004" конкурсĕн участникĕн значокне тата ятарлă сертификат илеççĕ. Юлашкинчен математикăна юратакан, çак конкурса çуллен активлă хутшăнакан ачасене те асăнса хăварас килет. Вĕсем - Ирина Саландаева, Ольга Романова, Дмитрий Батров, Наиль Басыров, Алексей Александров, Александр Медведев, Сергей Силюков, Лилия Алимова тата ыттисем.


"Шăмăршă хыпарĕ"
07 апреля 2004
00:00
Поделиться