Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

И.Х.ХАФИЗОВА - УЧИТЕЛЬСЕН КОНКУРСĔН ÇĔНТЕРỸÇИ

Республикăра иртекен "Çулталăкри учитель - 2004" конкурса хутшăнса, çак кунсенче районти тĕрлĕ шкулсенчи педагогсем Шăмăршăри вăтам шкула пухăнчĕç, кунта вĕренекенсемпе уроксем ирттерчĕç, класс тулашĕнчи занятисем йĕркелерĕç. Пуçламăш классен учителĕсем - И.Х.Хафизова (Шăмăршă шкулĕ), Р.А.Лукьянова (Карапай Шăмăршă), Г.Ф.Мишкина (Кивĕ Чукал), Л.Г.Макарова (Палтиел), чăваш чĕлхипе литературин преподавателĕ Л.П.Краснова (Пуянкасси), акăлчан чĕлхин учителĕ А.Н. Филиппова (Васан) тата физкультура преподавателĕ А.И.Чегаев районти финала тухассишĕн пынă конкурсра чăннипех те пысăк ăсталăх кăтартрĕç. Çак педагогсем хăйсен предмечĕсем тăрăх тĕрлĕ темăпа ирттернĕ уроксем, класс тулашĕнчи занятисем пурте çỹллĕ методика шайĕнче тата ачасемшĕн питĕ интереслĕ иртнине палăртрĕç комисси членĕсем. Çавна май учительсен пултарулăхне уйрăммăн хаклама пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Итогсене пĕтĕмлетсен "Чи лайăх урок" тата "Класс тулашĕнчи чи интереслĕ заняти" номинацисем тăрăх И.Х.Хафизова пуринчен те ытларах бал пухни палăрчĕ. Педагогикăри çĕнĕлĕхсемпе туллин усă курса, вăл 3 "Б" класпа вулав урокне ирттерчĕ, вăйă-конкурссемлĕ "Хаваслă стартсем" мероприяти йĕркелерĕ. Çапла вара, Ирина Харитоновна районти учительсен конкурсĕн çĕнтерỹçи пулса тăчĕ. Мероприятин юлашки тапхăрĕ Шăмăршăри Культура керменĕнче иртрĕ. Конкурса хутшăннă педагогсене чыслама халăх йышлă пухăнчĕ. Программăна ертсе пыракансем - Ачасен творчество çуртĕнче вăй хуракан Е.Шумиловапа Л.Николаева малтанах конкурсантсемпе паллаштарчĕç. Кун хыççăн шкулсен художество номерĕсем пулчĕç. Вĕрентекенсем те (вĕсем пурте тĕрлĕ çулсенче районти учительсен конкурсне хутшăннă), вĕренекенсем те творчествăра пысăк пултарулăхпа палăрчĕç. Искусство шкулĕнче вĕренекен А.Баскакова "Здраствуй, мир", Т.Давыдова "Пять февральских роз", çак шкулти хĕрачасен ушкăнĕ "Куда уходит детство" (музыка педагогĕ Т.Яковлева) юрăсене пысăк ăсталăхпа шăрантарчĕç. Шăмăршă вăтам шкулĕн вокал ансамблĕн "Спасибо вам, учителя" юррине те кăмăллăн йышăнчĕç залра ларакансем (музыка учителĕ К.Анисимов). Ачасен пултарулăх çуртĕнчи "Эдельвейс" (руководителĕ Е.Шумилова) тата "Фламинго" (В.Кузьмина) ташă коллективĕсен сюжетлă ташшисем те питĕ килĕшрĕç. Районти педагогсем интереслĕ уроксем ирттерме кăна мар, чуна тивмелле юрлама пултарнине те çирĕплетрĕç. Н.Яковлевапа (Карапай Шăмăршă шкулĕ) Л.Макарова (Палтиел) уйрăмшарăн юрланине, Шăмăршă шкулĕнчи Владимирпа Наталья Мартыновсем, Е.Воронцовапа В.Павлов, Л.Николаевапа Е.Шумилова дуэтпа шăрантарнине итленĕ май, чунра чи çепĕç туйăмсем çуралчĕç. М.Кудрявцева, И.Хафизова, Л.Корняковапа Н.Мартынова "Девочки фабричные" юрра çав тери хитрен шăрантарни телепередачăри концерта аса илтерчĕ. Карапай Шăмăршăри (аккомпаниаторĕ Н.Медведева) тата Кивĕ Чукалти (З.Савельев) вăтам шкулсенчи хĕрарăмсен вокал ушкăнĕсене те мухтамалăх пур. Палтиелĕнчи вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература учителĕ З.Свеклова вара хăй çырнă "Пĕлỹ тĕнчи" сăвва илемлĕ вуласа пачĕ. Малалла вара райадминистрацин вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ Г.Бабочкин республикăри учительсен конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрĕн итогĕсене пĕтĕмлетрĕ. Учительсен пултарулăхне тĕрлĕ номинацисем тăрăх хакласа, Геннадий Пантелеевич Л.П.Краснована, А.И.Чегаева, Г.Ф.Мишкинана, А.Н.Филиппована, Р.А.Лукьянована, Л.Г.Макарована вĕрентỹ управленийĕн Хисеп грамотисем тата асăнмалăх парнесем пачĕ. Шăмăршă шкулĕнчи пуçламăш классене вĕрентекен И.Х.Хафизова учительсен конкурсĕн çĕнтерỹçи пулса тăни çинчен пĕлтерсен, залра ларакансем малтанхинчен те хытăрах алă çупма пуçларĕç. Вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ лауреата Хисеп грамотипе тата сумлă парнепе чысланă хыççăн "Раççей учителĕ - 98" тата "Пĕтĕм тĕнче учителĕ - 2000" хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ Виçпỹрт Шăмăршăри А.Семенов Ирина Харитоновнана "Çулталăкри учитель - 2004" тесе палăртнă илемлĕ хăю тата хăй ăсталанă "Кĕмĕл шăнкăрав" кубок-символ парса хисеплерĕ. Çĕнтерỹ тунă ятпа пултаруллă педагога çавăн пекех ĕçри юлташĕсемпе тăванĕсем те ăшшăн саламларĕç. И.Х. Хафизова апрелĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта районти педагогсен чысне хỹтĕлеме пуçлать. Ăна республикăри конкурсра ăнăçу сунатпăр.


"Шăмăршă хыпарĕ"
07 апреля 2004
00:00
Поделиться