Ĕçлет "Канаш", умра малаш.
Ир вăранакан çерçи тутă пулнă, теççĕ. Çакна "Канаш" фермер хуçалăхĕнче те лайăх ăнланаççĕ. Ара, кĕçех "хурçă утсене" хире кăларма вăхăт çитет-çке. Вăхăчĕ вара кĕтмест _ шаккать те шаккать, çывăрма памасть. Çывăрас текене вăл чăрмантармĕ-ха, паллах. Анчах та Угаринсем, ваттинчен пуçласа çамрăкки таранах, çанталăк çур еннелле кайсанах ыйхă мĕнне манмаллипех манса каяççĕ. Аканачăваш ĕлĕкех пысăк хавхаланупа тата канăçсăрлăхпа кĕтсе илнĕ. Çурхи кун çулталăк тăрантарать тени хресчен асне ĕмĕрлĕхех лайăх вырнаçнă çав. "Канаш" фермер хуçалăхĕ Пуянкасси ял администрацийĕн территорийĕнче йĕркеленнĕ. Пĕлтĕр хуçалăхăн çĕрĕсен лаптăкĕ 220 гектар пулнă пулсан, кăçал 280 гектара çитнĕ. Ялти çынсем хăйсен çĕр пайĕсене вăй илсе аталанса пыракан фермер хуçалăхне арендăна параççĕ. Эппин, шанаççĕ ăна. Çапла тума вĕсене пĕрлештернĕ хуçалăх çĕршĕн нимех те тỹлеменни хистет. Угаринсем вара никама та кỹрентермеççĕ, çынна ăнланма тăрăшаççĕ. Иртнĕ çул фермер хуçалăхĕнче ял хуçалăх культурисем лайăх тухăçпа савăнтарнă. Урпа, сăмахран, кашни гектартан 40 центнер тухăç панă. Чĕкĕнтĕр те тухăçлă пулнă, гектартан - 180 центнер. Ăна вара 100 гектар çинче çитĕнтерсе пухса кĕртнĕ, Чăнлăри сахăр заводне вырнаçтарнă. "Иккĕмĕш çăкăрăн" тухăçĕ те савăнтарнă: ăна 5 гектар çинче туса илнĕ, гектартан 250 центнер пухса кĕртнĕ. Çакнашкал кăтартусем районти хуçалăхсенче те сахал. "Канаш" фермер хуçалăхĕ кăçал та пысăк тухăç илме ĕмĕтленет. "Çанталăкĕ кăна пултăр,"_ теççĕ Угаринсем. Палăртнă тăрăх, 150 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 50 гектар урпа, 80 гектар тулă, 5 гектар çĕр улми, 2-3 гектар утăлăх пĕр çул ỹсекен курăк акасшăн кунта. Çĕр улмин ир ĕлкĕрекен "Жуковский" вăрлăхĕ лайăх хĕл каçнă, ăна яровизацилеме хунă. Тулăпа урпан элита вăрлăхĕсене туяннă, сахăр чĕкĕнтĕрĕн вăрлăхне вара Чăнлăри сахăр завочĕ парать _ ку тĕлĕшпе пĕлтĕрех килĕшỹ тунă. Пысăк тухăç илес тесен çĕр апачĕ кирлине те лайăх ăнланаççĕ "Канашра". Кунта 60 тонна аммиак селитрипе 20 тонна нитроаммофоска туяннă. Техника енчен те уксахламасть "Канаш" фермер хуçалăхĕ. Гусеницăллă виçĕ, кустăрмаллă пĕр трактор, пĕр комбайнпа "КАМаз" автомашина, чĕкĕнтĕр кăларакан тата тиекен агрегатсем паян тесен паян хире тухма хатĕр. Кăкарса ĕçлемелли ял хуçалăх машинисене те юсанă. Петр Макаровпа Петр Захаров, Андрей Захаровпа Алексей Семенов механизаторсем ир пуçласа каçченех тăрмашаççĕ гаражра, юлашки кăлтăксене пĕтерме тăрăшаççĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материал тĕлĕшĕнчен те йывăрлăхсем çук фермер хуçалăхĕнче. Ĕçлекен çынсене укçине вăхăтра тỹлеççĕ Угаринсем. Чĕкĕнтĕре çумран тасатакансене пĕлтĕр 4 михĕ песукпа 200 килограмм тулă панă. Кăçал та ĕçлесе илес текенсемпе килĕшỹсем тăвĕç кунта. Çавăнпа та, кỹршĕллĕ регионсене кайса нушаланиччен, кунтах ĕçлесен лайăх пулмĕ-ши? Песукĕ ютри те, кунти те пĕр пекех пылак-çке.
"Шăмăршă хыпарĕ"