Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ĂМĂРТУРА - РАЙАДМИНИСТРАЦИ РАБОТНИКĔСЕМ

Иртнĕ шăматкун райадминистрацин тĕрлĕ управленийĕсемпе пайĕсенче ĕçлекенсем командăсем йĕркелесе, Шăмăршăри Культура керменĕн спорт залĕнче волейболла выляссипе ăмăртрĕç. Хĕрỹ вăйăсенче финанс пайĕн команди (капитанĕ Т.Кудряшова) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Информаци тивĕçтерĕвĕн, граждала оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру пайĕсен тата бухгалтери работникĕсенчен йĕркеленĕ команда (П.Угасин) - иккĕмĕш, ял хуçалăх управленийĕн ĕçченĕсем (А.Охотников) - виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Çĕнтерỹçĕ-командăсем райадминистраци грамотисене илчĕç. 2004 çула ЧР Президенчĕ Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркисен çулĕ тесе палăртнине тĕпе хурса, çакнашкал ăмăртусене малашне те йĕркелме шутлаççĕ райадминистраци работникĕсем. Малашлăх планĕнче - теннис, баскетбол, футбол вăййисем, çăмăл атлетика эстафети тата ытти мероприятисем. Çывăх вăхăтрах, апрелĕн 17- мĕшĕнче, райадминистрацин пĕрлештернĕ команди волейболистсен республикăри ăмăртăвне хутшăнса, зонăри вăййисенче вăй виçет. Çак ăмăрту Патăръелĕнче иртет.


"Шăмăршă хыпарĕ"
07 апреля 2004
00:00
Поделиться