Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПУЛТАРУЛЛĂ УЧИТЕЛЬ

Учитель... Кам кăна асăнмасть-ши сана ырă ятпа? Çут тĕнчене килнĕ кашни ачана малтанхи утăмсем тума пулăшатăн, пĕлỹ тĕнчине илсе тухатăн. Ирçе хĕрĕ, Марина Кудрявцева Шăмăршăра, рабочи çемйинче çуралнă. Шкулта тăрăшса вĕреннĕскер, мĕн пĕчĕкрен пĕчĕк ачасене чунтан юратнă. Çутă ĕмĕтне пурнăçлас тесе, 1992 çулта Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. 1997 çулта, алла диплом илсен, Шăмăршăри вăтам шкулта пуçламăш класри ачасене вĕрентме пуçланă. Çичĕ çул иртрĕ ĕнтĕ ĕçлеме тытăннăранпа. Нумаях пулмасть эпĕ, чăваш чĕлхипе литература учителĕ, Шăмăршăри вăтам шкулта 3 "Г" класра вĕрентекен Марина Юрьевнăн икĕ Урокĕнче пултăм. Ку класра манăн мăнук та вĕренет, çавăнпа итлесе пăхас-ха терĕм. Математика урокĕнче ачасем хисепсене аван пĕлни,уравниненисене ăста шутлани курăнчĕ. Учитель ачасемпе хăйне сăпайлă тытать, çав вăхăтрах шỹтлесе те илет. Вырăс литератури урокĕ те ăнăçлă иртрĕ. Учитель В.Гюгон "Гаврош" калавне вулаттарчĕ. Ачасем сăмахсем çине тĕрĕс пусăм лартса интонаципе вулаççĕ, ыйтусем çине хуравлама та пĕлеççĕ. Учитель пур ачана та урокра ĕçлеттерме тăрăшрĕ. Пултаруллă учителĕн урокĕсем методика енчен çỹллĕ шайра иртрĕç. Ĕçре пысăк пултарулăхпа палăрнăшăн пĕлтĕр М.Кудрявцевана "Çулталăк учителĕ" конкурса хутшăнма сĕннĕ. Шанни ахаль иртмен, Мария Юрьевна 1-мĕш вырăн йышăннă, "Çулталăкри чи лайăх учитель" ята çĕнсе илнĕ.


"Шăмăршă хыпарĕ"
31 марта 2004
00:00
Поделиться