Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЯНТĂ ПУРЛĂХА ХАПСĂННĂ.

Карапай Шăмăршăри Сергей Анатольевич Мясников, суд сакки çине икĕ хут та ларнăскер, - юлашки хут ăна 2003 çулхи февральте РФ УКĕн 158 статйин 2-мĕш пайĕпе 2 çуллăха условнăй майпа айăпланă - хĕллехи кунсенчен пĕринче ялти кафене кĕнĕ. Кафере вăл пĕр бутылка хĕрлĕ эрех пушатнă та, кĕсйисене 2 бутылка сăра чиксе ялти Культура çурчĕ еннелле таплаттарнă. Унта Александр Герасимова тĕл пулнă. Сăмах çине сăмах, Сергей Мясников ăна урама чĕнсе кăларнă, сăра ĕçме сĕннĕ. Лешĕ, паллах, хаваспах килĕшнĕ. Кун хыççăн вĕсен кăмăл-туйăмĕсем сăра евĕрлех чашкăрма пуçланă. Кафере 100-шер грамм "çуттине" ỹпĕнтернĕ. Çĕрле, 23 сехетре, вĕсен килĕсене кайма та вăхăт çитнĕ пулнă ĕнтĕ, анчах туссем саланма васкаман. _ Итле-ха, Саша, хамăр хуçалăхăн пилорамин складĕнче "Урал" маркăллă бензопăчкă пур, çавна хамăрăн тăвар мар-и? - тенĕ Мясников. _Килĕшетĕп çак шухăшпа, - тенĕ лешĕ. _ Ăна сутса ярăпăр та укçине çурмалла пайлăпăр. Çăмăллăнах укçаллă пулас ĕмĕт çак çамрăксене питĕ илĕртнĕ. Пилорама территорине кĕрсен хусахсем пĕр хушă тавралăха сăнаса тăнă, нимле сас-чĕвĕ илтĕнменнине кура, склад еннелле чавтарнă. "Çĕрлехи кĕтмен хăнасем" склад алăкне карт! туртаççĕ те, Мясников çỹлти хушăкран шала чăмать. Часах вăл çав хушăкранах "Урал-2. Электрон" бензопăчкă пама хăтланать, анчах лешĕ ниепле те хăйĕн "килне" пăрахса хăварасшăн мар иккен. Мясников, ниçта кайса кĕрейми тарăхса кайнăскер, складра çăра хирмелли тимĕр татки шырама пикенет. Пăта кăлармалли хатĕр куç тĕлне пулсан, савăнсах каять. Çак хатĕр пăтана кăна мар, çăрана та питĕ лайăх тăпăлтарать иккен. Сăлăпне те уяса тăмасть. 5 пин тенкĕ тăракан пăчкăна çурăм хыçне ваш! çĕклесе хураççĕ те хусахсем, каç сĕмлĕхĕнче йĕп пекех çухалаççĕ. Вăрланă япалана сутса ярас тĕллевпе пĕр киле пырса шаккаççĕ вĕсем, анчах та, никам та тухса уçманнине кура, малалла вашлаттараççĕ. Клиент тупиччен, пăчкăна вăхăтлăха тепĕр кил хуçалăхĕнче хăвараççĕ янтă пурлăха хапсăнакансем. Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн завхозĕ ирхине пилорамăна килет те пĕççине шарт! çапать. Çĕрле складăн çăрине такам хирсе ывăтса, шала кĕнĕ-мĕн. Хуçалăх руководителĕпе канашланă хыççăн кун пирки милицие хыпар çитереççĕ. Милици сотрудникĕсем, паллах, хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ. Вăрласа кайнă пăчкăна темиçе сехетренех тупса палăртаççĕ вĕсем, ăна кам "уралантарнине" те тĕпчесе пĕлеççĕ. Нумаях пулмасть çак ĕçе районти суд ларăвĕнче пăхса тухнă. Унта Сергей Мясникова - 3 çуллăха, Александр Герасимова 2 çуллăха условнăй майпа айăпламалла тунă. Енчен те палăртнă тапхăрта каллех кукăр çул çине тухсан, вĕсен çак сроксене "пит аякрах мар вырăнсенче" ирттермелле пулать.


"Шăмăршă хыпарĕ"
27 марта 2004
00:00
Поделиться