Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ВОЛЕЙБОЛЛА ВЫЛЯРĔÇ.

Çуркунне алăкран шаккасан шкулсенчи физкультура вĕрентекенĕсем ачасене волейболла выляттарма пуçлаççĕ. Шкул ачисен хушшинче иртекен Спартакиадăра та пур çак вăйă. Шăпах кăçалхи XVI Спартакиадăн пиллĕкмĕш тĕсĕ пулчĕ вăл. Тỹрех каламалла, ăмăрту питĕ хĕрỹ иртрĕ. Ачасем волейболла хастар вылярĕç. Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкул виçĕ командăпа ăмăртăва тухрĕ. Çакă ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулчĕ. Каччăсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Шăмăршă шкулĕн пĕрремĕш команди йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашкасем çинче Пуянкассипе Карапай Шăмăршă шкулĕсен командисем. Лицей хĕрĕсем те ăнăçлă вылярĕç, вĕсем - пĕрремĕшсем. Шăмăршă шкулĕн пĕрремĕш командипе палтиелсем - иккĕмĕшпе виççĕмĕш. Лайăх вылякансене те палăртса хăварас килет. Вĕсем - В.Тарасовпа О.Куприянова (Шăмăршă), В.Федоров (Карапай Шăмăршă) тата Л.Урмаева (Лицей).


"Шăмăршă хыпарĕ"
27 марта 2004
00:00
Поделиться