Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ИНФОРМАЦИ КУНĔ ИРТНĔ

Кĕçнерни кун республикăра, çав шутра пирĕн районта та пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Шупашкартан килнĕ тата районтан пынă представительсем ĕç коллективĕсенче Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарнă, Çырура палăртнă тĕп шухăшсем - ăс-хакăл вăйĕпе тата сывă пурнăç йĕркипе ырлăх-телей патне каймалли çул-йĕрсем çинчен каласа панă. Халăхпа тĕл пулма района ЧР Президент администрацийĕн ертỹçин çумĕ В.И.Максимов, ЧР Патшалăх Канашĕн аппарачĕн Право управленийĕн начальникĕ А.И.Ухтияров тата ЧР Патшалăх Канашĕн секретариачĕн консультанчĕ П.Н.Свеклов килнĕ. В.И.Максимов райпо коллективĕнче, А.И.Ухтияров Виçпỹрт Шăмăршăра, П.Н.Свеклов Карапай Шăмăршăра пулнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 марта 2004
00:00
Поделиться