ДЕПУТАТСЕН ПУХĂВĔН ЛАРĂВĔ
Иртнĕ эрнекун район администрацийĕн ларусен залĕнче депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ иртнĕ. Депутатсем тата лару ĕçне хутшăннисем унта 2003 çулта Шăмăршă районĕн экономикипе социаллă аталанăвĕн ыйтăвĕсем тата 2004 çулхи задачăсем докладпа райадминистрацин экономикăпа рынок структурисене аталантарас енĕпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ Э.Ильязова тухса калаçнă. ЧР финанс министерствин районти пайĕн ертỹçи Е.Кудрявцева районăн 2003 çулхи бюджетне мĕнле пурнăçланипе паллаштарнă. Асăннă ыйтусене сỹтсе явма "Шемуршинский" аш-какай комбиначĕ" ЗАО генеральнăй директорĕ Ю.Старшов (20-мĕш № Хайпăла суйлав округĕ), "Шăмăршă районĕнчи тĕп больница" муниципалитетăн сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕн тĕп врачĕ О.Львов (Шăмăршăри 4-мĕш № Хырла суйлав округĕ) депутатсем, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Никифоров, Палтиел ял администрацийĕн пуçлăхĕ С.Ильина хутшăннă. Ларăвăн кун йĕркинчи "Районта преступление хирĕç кĕрешесси тата профилактика ирттересси мĕнле шайра пулни çинчен" ыйтупа шалти ĕçсен пайĕн обществăлла хăрушсăрлăх милици начальникĕн ĕçĕсене туса пыракан В.Димитриев отчет туса панă. Депутатсем 2004 çулта çĕрпе усă курнăшăн налук тата аренда тỹлевĕн, муниципалитет харпăрлăхĕнчи çурт-йĕрпе аренда мелĕпе усă курнăшăн тата районти ялсенче (пасарсенче) суту-илỹ тума йышăнакан вырăнсемшĕн тỹлемелли хаксене çирĕплетнĕ. Районта çĕнĕрен чĕрĕлсе тăракан ирĕклĕ халăх дружинисен ĕçне хастар хутшакансене пурлăхпа мораль тĕлĕшĕнчен хавхалантармалли майсем те пулчĕç. Раççей шайĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органсен ĕçне çĕнĕлле йĕркелес енĕпе йышăнакан патшалăх акчĕсемпе килĕшỹллĕн, депутатсем район уставне хăшпĕр улшăнусемпе хушăмсем кĕртсе хăварнă. Кун йĕркинчи ыйтусем районта пурăнакансен кулленхи пурнăçĕпе тачă çыхăннине шута илсе, "Шăмăршă хыпарĕн" çитес номерĕсенче эпир депутатсен Пухăвĕн йышăнăвĕсемпе паллаштарăпăр.
"Шăмăршă хыпарĕ"