Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"ЧĔНТĔРЛĔ ЧАРШАВ" УÇĂЛСАН

"Чĕнтĕрлĕ чаршав" - республикăри театр искусствинче ĕçлекенсемшĕн вĕсен талантне, ăсталăхне хакламалли пысăк пĕлтерĕшлĕ конкурс. Ăна ЧР Культурăпа национальноçсен ĕçĕсен министерствипе республикăри Театр ĕçченĕсен союзĕ йĕркелеççĕ. Нумаях пулмасть черетлĕ конкурс итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Çакна палăртма кăмăллă: "Çулталăкри чи лайăх драматург" номинацире çамрăксен театрĕнче лартнă "Ма тĕл пултăм-ши сана" пьеса авторĕ Н.Угарин çĕнтернĕ. Николай Васильевич пирĕн ентеш, Пăчăрлă Пашъелĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ районти Культура керменĕнче ĕçлет.


"Шăмăршă хыпарĕ"
27 марта 2004
00:00
Поделиться