ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ ТЕ – ПĔРРЕМĔШ
Шăмăршă шкулне тепĕр савăнăçлă хыпар çитрĕ. Çак шкулта 9 класра вĕренекен Наташа Тимофеева Чăваш Республикинче хими предмечĕпе иртнĕ олимпиадăра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Наташăна вара тарăн пĕлỹ илме аслă категориллĕ Чăваш Ренспубликин тава тивĕçлĕ учителĕ Р.У.Ракипов пулăшать. Вĕренкенсем кашни çул олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăннинче Рестем Усмановичăн тỹпи те пысăк.
"Шăмăршă хыпарĕ"