ПАХА ВĂРЛĂХ – ТУХĂÇ НИКĔСĔ
ХĔЛ кунĕсем тăраççĕ пулин те, çур аки çывхарсах килни çинчен те манма юрамасть. Паллах ĕнтĕ, хуçалăхсенчи агрономсен чи пысăк тивĕçĕ – акана паха вăрлăхпа кăна ирттересси.
Районти хуçалăхсем çитес çур аки валли хатĕрленĕ 22460 центнер вăрлăха лабораторинче тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслỹ çакна кăтартса пачĕ: халлĕхе 17252 центнер е мĕнпур вăрлăхсен 78 проценчĕ кондицие ларнă. Çỹп-çаплă пулнипе кондицие ларнă. Çỹп-çаплă пулнипе кондицие лартайманни – 5208 центнер. Пĕрремĕш класлă вăрлăхсем 2850 центнер, иккĕмĕш класлисем – 8796, виççиĕмĕш класлисем 5595 центнер шутланаççĕ.
«Надежда», «Искра», «Карлинская», «Колос», «Агродор» хуçалăхсенче вăрлăх пахалăхне лайăхлатассишĕн нумай тăрăшрĕç пулсан, «Баишевская», «Нива», «Исток», «Яблоневка», «луч», «Мир» хуçалăхсем пирки апла калама çук. «Яблоневка» хуçалăхăн 1680 центнер, «Мир» хуçалăхăн – 738, «Баишевская» хуçалăхăн – 400, «Исток» хуçалăхăн 550 центнер вăрлăхĕ çỹп-çаплă пулнипе кондицие ларайман.
Вăрлăх пахалăхне лайăхлатассишĕн вĕсен тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла, вăхăт васкама хушать.