Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇАМРĂКСЕН ТАТА СЫВĂПУРНĂ&Ccedil ЙĔРКИН ÇУЛТАЛĂНЕ ХАЛАЛЛАСА

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров 2004 çула Çамрăксен  тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ тусахурасси пирки йышăннă Указа  пурнăçлассишĕн  ял администрацийĕсем  тỹрремĕнех яваплă пулса тăраççĕ.  Çакна Виçпỹрт Шăмăршă ял администрацийĕ лайăх ăнланать, физкультурăпа спорта  аталантарасси çине кăçал пысăк тимлĕх уйăрма палăртать.

Акă, январĕн 7-мĕшĕнче  ялта чăн-чăн спорт уявĕ пулчĕ – волейболла выляса мала тухассишĕн Раштав турнирĕ иртрĕ.  Турнира Шăмăршăри «Центр», Виçпỹрт Шăмăршăри «Победа», Карапай Шăмăршăри «Шкул», Пуянкассинчи  «Заря» тата Васан ял администрацийĕн «Васан» командисем  хутшăнчĕç.

Çивĕч кĕрешỹре  пĕрремĕш вырăна «Шкул» (капитанĕ В.Карпов), иккĕмĕшне – «Центр» (А.Тихонов),  виççĕмĕш вырăна «Победа» (А.Егоров) командăсем йышăнчĕç. «Чи лайăх вылякан» тесе йышăннă В.Карпова  волейбол мечĕкĕ, çĕнтерỹçĕ Командăсемпе волейболистсене хаклă парнесемпе Дипломсем парса хавхалантарчĕç.

ăмăртусен тĕп спонсорĕ – «Карлинская» агрофирма» ЗАО --  спортсменсене икĕ хутчен  вĕри апат çитерчĕ.  Виçпỹртсем хăнасене ăшă кăмăлпа йышăнчĕç, ырă сунса  ăстарĕç.



14 января 2004
00:00
Поделиться