ПИРĔН ĔÇ КУÇ УМĔНЧЕ
2003 çул «Шăмăршăри çул-йĕртăвакан тата юсакан управлени – «Чувашавтодор» ГУП филиалĕн» коллективĕшĕн ăнăçлă иртрĕ темелле. Пĕлтĕр район территорийĕнче пурĕ 5 километр та 300 метр чухлĕ асфальтлă çулсем хывнă, çав шутра Шăмăршăри Красный Бор урамĕнче – 1 километр та 100 метр, Шоссейная урамра – 800 метр, ипподромра – 1 километр та 800 метр, Энтĕръелĕнчи Западная урамра – 1 километр та 250 метр.
Çулсене капиталлă юсав тăвасси те пĕр тикĕс пычĕ. Шăмăршăпа ун таврашĕнчи, Анат Чаткаксри, Карапай Шăмăршăри тата Патирекри çулсене тепĕр сий асфальт сарнă. Кунсăр пуçне Ярăславпа Хайпăла хушшине – пурĕ 6 çухрăм – хура чулпа битум сарса тухнă. Район территорийĕнчи асфальтлă çулсем çинчи шăтăк-путăклă вырăнсене те сахал мар тикĕсленĕ.
Асфальт завочĕ чăрмавсăр та пĕр тикĕс ĕçлерĕ. Вячеслав Вашуркин ертсе пыракан коллектив – ун йышĕнче Николай Захаров, Юрий Ильин, Сергей Любимов, Иван Дементьев тата Анатолий Русский тăрăшаççĕ - иртнĕ сезонра пурĕ 14 пин те 900 тонна асфальт сарса хатĕрленĕ. кунта производство технологине пăхăнса ĕçлеççĕ.
Çулталăк тăршшĕпех ĕçре тăрăшуллă пулнă ытти работниксене те ятран асăнса хăварас килет. Вĕсем – Николай Кудряшовпа Сергей Харитонов мастерсем, Виктор Погашов, Александрпа Евгений Стратилатовсем, Данил Садеевпа Фаргат Насибуллин водительсем, Владимир Краснов грейдеровщик, Погрузчикпа ĕçлекен Николай Сергеев, Юрий Иванов бульдозерист, Михаил Сергеев экскаваторщик тата ыттисем.
Пирĕн коллектив 2003 çулта пурĕ 37 миллион та 281 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Çулталăк валли палăтнă ĕçсене туллин пурнăçланă.
Предприятин пурлăх никĕсĕ те пĕлтĕр сисĕмлех çирĕпленчĕ. Çул-йĕр ĕçĕсем валли асфальт сарса тикĕслекен Д-150Б маркăллă машина, автогрейдер, 2 мотокаток туяннă.
Хĕл кунĕсенче те пирĕн коллектившшăн ĕç çителĕклĕ. Хальхи вăхăтра асфальт заводне çĕнĕ сезон валли хатĕрлетпĕр. Иртнĕ çулти пекех, вăл кăçал та сиенлĕ хутăшсене нормăпа палăртнинчен ытла ан кăлартăр , экологи йĕркисене туллин тивĕçтертĕр тесе тăрăшатпăр. Шупашкартан экологи паспортне илессишĕн çине тăрса ĕçлетпĕр.
Районти çул-йĕрсене юртан вăхăтра тасатса тăрасси, кашни яла транспорт кĕме пултартăр тесе тăршасси хĕллехи тапхăрта пирĕн коллективăн тĕп задачисенчен пĕри пулса тăрать. Çуркунне юр кайсанах вара çул-йĕрсем тăвассипе тата вĕсене юсассипе çыхăннă ĕçсене пуçăнăпăр.