ШĂМĂРШĂРИ КУЛЬТУРА КЕРМЕНĔ -- РЕСПУБЛИКĂРА ЧИ ЛАЙĂХХИ
2003 çулхи январьтен пуçласа декабрьччен Чăваш Республикинчи Культура керменĕсем, клубсемпе библиотекăсем хушшинче конкурс иртнĕ. нумаях пулмасть Шупашкартан Шăмăршăна ырă хыпар çитнĕ. «Республикăри чи лайăх Культура керменĕ» номинацире шăмăршăсем çĕнтернĕ-мĕн. Ĕçре лайăх результатсем кăтартнă, çĕнĕрен те çĕнĕ формăсем шыраса тупса, вĕсене ăнăçлăн пурнăçа кĕртсе пынă, халăхăн тĕрлĕ сийĕсене тĕплĕн шута илсе тухăçлă ĕçленĕ, творчество коллективĕсем пысăк ăсталăх кăтартнă, халăх хисепне çĕнсе илнĕ, учрежденин пурлăх никĕсĕ паянхи куна тивĕçтернĕ Май, Шăмăршăри культура керменĕ (директорĕ Владимир павлов) хуласемпе районсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă иккен. Çывăх кунсенче учреждение Дипломпа тата сумлă призпа чыслаççĕ. Райадминистрацин, районти культура пайĕн тата Культура керменĕн ĕçченĕсен пархатарлă ĕçне Шупашкарта та асăрхани район çыннисене чунтанах савăнтарать.