КИЛСЕ КУР, ТĂВАНĂМ, ШĂМĂРША...
«Эпĕ шăмăршăсен пултарулăхĕнчен тĕлĕнетĕп, çав вăхăтрах маттур çынсен ырă ĕçĕсемпе савăнатăп. Тахçан «упа шăтăкĕ» тенĕ тĕттĕм кĕтсем паян пуриншĕн те чи лайăх тĕслĕх пулса тăрать: общество инфраструктурин аталанăвĕпе те, çынсен кăмăл- шухăшĕ çĕкленỹллĕ пулнипе те, район çултан çул малалла аталаннине те... Кунти пек мал ĕмĕтлĕ ертỹçĕсене пулăшас та килет. (Н.В.Федоров Президент Чăваш Республикин кунне Шăмăршăра уявланă чух Акатуй сцени çинче каланă сăмахран).
ВăТăР çул çитете часах вăрманлă, улăх-çаранлă, шăнкăр-шăнкăр çăлкуçсемлĕ Шăмăршă тăрăхне килсе тĕпленнĕренпе. Çап-çамрăк йĕкĕтчĕ эпĕ пуçласа кунта килнĕ чух, паян, ак, тăнлавсем те кăвакарчĕç. Мĕн тăвăн, çулсем малаллах чупаççĕ, чунпа мĕн тери çамрăк пулас килсен те хăçан та пулин ваттисен шутне кĕмеллех.
Мĕнлерехчĕ-ха вăл Шăмăршă вăтăр, çирĕм пилĕк, çирĕм, вун пилĕк çул каялла; Ытти район центрĕсенчен нимĕнпе те улшăнса тăман, кỹршĕсенчен вара юларах та пынă. Чăнах та, район ертỹçисем тăрăшман мар, анчах «çỹлтен» памасан хамăр вăйпа çеç темле пысăк улшăнăвах тăваймăн.
Сакăрвуннăмĕш çулсен вĕçĕнче район тилхепине çамрăк та пултаруллă çынна – В.П.Фадеева шанса парсан, район Канашĕн пĕр сессийĕнче ялсене çут çанталăк газĕ кĕртесси пирки сăмах хускалчĕ. Пытармастăп, депутатсем те, журналистсем те район кăлавин сăмахне шанмасăртарах йышăнчĕç. Республикăри пĕр-икĕ районта çеç газификаци ĕçĕ пуçланнăччĕ вĕт-ха ун чух, аякри Шăмăрша çак ырлăх çитесси пурнăçланма май çук ĕмĕт пек туйăнатчĕ. Çĕрпỹри (шăпах ун патĕнчен «Уренгой – Помара – Ужгород» газопровод иртетчĕ) тỹп-тỹрĕ çулпа килсен те çĕр çухрăм ытла пуçтарăнать.
«Çỹрен каска якалать, выртан каска мăкланать», - теççĕ ваттисем. Тухса çỹресен, кỹршĕсемпе лайăх пурăнсан, çывăх туссем тупсан темле кăткăс ĕçе те вырăнтан хускатма пулать иккен. В.П.Фадеева тутар чĕлхине лайăх пĕлни те пулăшнă пуль. Кỹршĕсем «Пăва - Çĕпрел» магистральпе газ тăрăхĕ тăснине пĕлсен, пирĕн район ертỹçисем туслăха тата та çирĕплетме тăрăшрĕç.
Анчах тутарстан – Раççейĕн урăх субъекчĕ-çке, ĕçлĕ килĕшỹ тумасăр май килмест. Чăн малтан Мускав килĕшни кирлĕ. Шăмăршăсен делегацийĕ Госплана çул хывни ахаль çухалмарĕ: Мускав «Пăва-Çĕпрел» магистраль юппине Шăмăрша çити тăсма ирĕк пачĕ.
1993 çулта чăваш халăхĕ патшалăх ертỹçи пулма Н.В.Федорова суйласа илсен, çут çанталăк газĕ кĕртес ĕçре пысăк улшăнусем курăнма пуçларĕç. «Çĕпрел-Шăмăршă» строительство участокĕнче хĕрỹ ĕç пуçланчĕ. 1994 çулта вара Н.В.Федоров Президент Шăмăршăра чаплă лару-тăрура газ факелĕ чĕртме хутшăнчĕ.
Вунă çул çитет часах Шăмăрша газ çитнĕренпе. Çак тапхăрта район территорийĕн 80 процентне газификацилеме май килнĕ. Халĕ пашъел тăрăхĕнче хĕрỹ ĕç пырать. 2004 çулта районта газ кĕртмен ялсем пачах та юлмĕç тесе шантарсах калама пулать. Канаш тата Хĕрлĕ Васан паççулккисене те Тутарстан урлă «кăвак çулăм» ырлăхĕ çитмелле.
Ялсене газ кĕртни - общество инфраструктури аталанăвĕн пĕр пайĕ çеç. Вунă çул хушшинче район пысăк строительство площадкине çаврăннине мĕнле асăнмасăр иртĕн-ха; Хулари пек илемлĕ культура керменĕ ( умĕнче – фонтан, «кĕмĕл пекех ялтăрать шывĕ хĕвел çуттинче»), компьютерсемпе пуянланнă шкулсем, çемье тухтăрĕн офисĕсем, патшалăх банкĕпе налук инспекцийĕн чаплă çурчĕсем, асфальт сарнă çулсем, тỹп-тỹрĕ бордюрсем, юмахри пек илĕртỹллĕ лавккасемпе кафесем, Раççей шайĕллĕ ипподром. Çапла-çапла, пирĕн ипподром пекки Раççейри урăх пĕр район центрĕнче те çук тесе федераллă министр В.Зорин хăй каланăччĕ.
Градостроительствăна планламалли (урăхла каласан, яла хула сăнĕ кĕртмелли) конкурса хутшăнса Шăмăршă районĕ республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, 26 миллион тенкĕ приз çĕнсе илчĕ. Тепĕр 20 миллион тенкĕ обществăлла финанссене ĕçе кĕртессине ертсе пырас тĕлĕшпе ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕшĕн илме тивĕçнĕ.
Иппотека кредичĕн программипе килĕшỹллĕн, 2003 çулта район центрĕнче 3 çурт туса ăшне кĕнĕ, тата 6 çурт çĕкленет. Ялсенче те 150 яхăн çурт туса лартнă. Çак тĕллевпе Раççей ял хуçалăх министерстви района 5 миллион тенкĕ укçа уйăрса панă. Ачаллă çамрăк çемьесем çамрăксен ипотекин условийĕсенче палăртнă ытти çăмăллăхсемпе те усă кураççĕ.
2004 çулта, газ кĕртессине вĕçленипе пĕрех, ялсене шывпа тивĕçтерессипе çине тăрса ĕçлеме тивет. Федераллă бюджетран уйăрнă 5 миллион тенке 2003 çулта ĕçе кĕртнĕ ĕнтĕ. 2004 çулта вара икĕ хут ытларах ĕç пурнăçламалла пулать. Чăн малтан шыв проблеми уйрăмах çивĕч тăракан палтиелпе патирек ялĕсенче водопровод тăваççĕ, унтан – ытти ялсенче. «Шыв» программа 5 çула тăсăлмалла, район ертỹçисем çак пысăк ĕçе маларах вĕçлеме тĕллев лартнă. Кунпа пĕрлех район центрĕнче тасаткан сооруженисем тăвасси анлă сарăлать, асфальт сарнă çулсене тĕпрен юсаççĕ, тирпей-илем енĕпе те пысăк ĕç пурнăçламалла.
... Каçхи Шăмăршă урамĕпе утатăп. Çĕнĕ çул умĕнхи илем йăлтăр-йăлтăр çутăсем чуна тыткăнлаççĕ, хăвна ху пысăк хулари пекех туятăн. 2004 çулта пирĕн Шăмăршă тата та çĕнелсе илемленĕ-ха, халăх пурнăçĕ çăмăлланĕ. Çакăншăн тăрăшаççĕ те ĕнтĕ пирĕн ертỹçĕсем. Вăй патăр сире, халăх шаннă çынсем!