ХĔЛЛЕХИ СЕЗОНА УÇСА – ЙĔЛТĔРÇĔСЕН ЭСТАФЕТИ
Декабрĕн 21-мĕшĕнче Шăмăршăра районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен, ял админитсрацийĕсен тата шкулсенчи аслă классенче вĕренкенсен командисем, хĕллехи сезона уçса, йĕлтĕрпе чупассипе вăй виçĕн. Предприятисемпе организацисем тата учрежденисем хушшинче – Шăмăршă вăтам шкулĕн команди (капитанĕ В. Антонов), ял администрацийĕсем хушшинче - анатчаткассем (пуçлăхĕ Л.Петрова), çемьесем хушшинче – Шăмăршă ялĕнчи Хафизовсен çемйи, шкулта вĕренекенсем хушшинче Анат Чаткас вăтам шкулĕ (физкультура учителĕ Н.Зыков) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. ăмăртусен итогĕсем тăрăх Шăмăршă ял администрацийĕ (пуçлăхĕ В.Андронов) – пĕрремĕш, Карапай Шăмăршă ял администрацийĕ (В.Денисов) – иккĕмĕш, Пуянкасси ял администрацийĕ (В.Алексеев) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.