Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КАПИТАН, КАПИТАН, Й&#258Л КУЛСАМЧЧ&#276...

ПЫСĂК йывăрлăхсемпе, çĕр ĕçченне нумай нушалантарса иртрĕç кăçалхи вырма ĕçĕсем. Качака кăна вĕт: утмăл кун ытла «хир карапĕсен» капитанĕсем алăран штурвал ямарĕç. Тем те пулчĕ çак хушăра: çумăрĕпе сивви те, -ырла пиçмелли ăшă кунсем те. Чăн-чăн арçынсем – пирĕн маттур комбайнерсем – тар тăкса çитĕнтернĕ тыр-пула çухатусăр пуçтарса кĕртес тесе вăй-халĕсене шеллемерĕç. Комбайнсем кивелсе çитнĕ пулсан та, тепĕр чух ĕçленинчен ытларах юсавпа аппаланма тивсен те «хир карапĕсен» капитанĕсем пуçĕсене усмарĕç. Шел, вырăнсенче механизаторсен ăмăртăвне хăй юххипе янипе паттăрсен ячĕсене хаçатăн кашни номерĕнчех çырса кăтартаймарăмăр. Çакăншă эпир вĕсенчен каçару ыйтатпăр. Паян, вырма ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн, чи маттур капитансене ятран асăнса тухатпăр. Вкă вĕсем, кăçалхи вырма паттăрĕсем: 1. Николай Николаевич Воробьев, «Надежда» ООО комбайнерĕ. Вăл СК-5 «Нива» комбайнпа 5950 центнер тырă пухса çапнă. 2. Владимир Николаевич Митрофанов, «Яблоневка» ЗАО комбайнерĕ, ДОН-1500 комбайнпа 5960 центнер тырă пухса çапнă. 3. Юрий Александрович Балянин, «Искра» кооператив комбайнерĕ, ДОН-1500 комбайнпа 4790 центнер тырă пухса çапнă. 4. Агзам Мансурович Сыразетдинов, «Мир» хуçалăх комбайнерĕ, ЛОН-1500 комбайнпа 4300 центнер тырă пухса çапнă. 5. Валерий Петрович Измайлов, Киров ячĕллĕ кооператив комабайнерĕ, СК-5 «Нива» комбайнпа 3378 центнер тырă пухса çапнă. 6. Андрей Анатольевич Юнкеров, «Восход» кооператив комбайнерĕ, СК-5 «Нива» комбайнпа 2711 центнер тырă пухса çапнă, 194 гектар вырнă. Хаçатра вырăн хĕсĕккипе, кашни комбайнера хушаматпа çыраймастпăр. Чыс-хисепе вара пурте тенĕ пекех тивĕç. Хамăрăн малашнехи очерксемпе тĕрленчĕкĕсене вĕсем çинчен ăшă сăмахсем пайтах çырăпăр-ха. «Шăмăршă хыпарĕ» -- ял ĕçченĕсен хаçачĕ, ĕç паттăрĕсем çинчен çырасси – журналистсен чи пирвайхи тивĕçĕ.


22 октября 2003
00:00
Поделиться